Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Экологипе çыхăннă 1500 ытла обращени килнӗ

2025 çул пуçланнăранпа Тутарстанра Экологин обществăлла приемнăйне 1541 жалоба килнине, вӗсенчен 950-шне вырăнтах татса панине ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Чи нумай ыйту (761) çуп-çапа юраман вырăнта пăрахни пирки пулнă. Вӗсенчен 60 яхăн процентне «Шкул экопатрулӗ» мобиль приложени урлă вӗренекенсем янă. Приложени урлă 436 пӗлтерӳ килнӗ.

Çавăн пекех республикăра пурăнакансене сывлăша варалассипе (244 обращени), шыв-шур пахалăхӗпе (194 обращени) тата экологипе çыхăннă ытти проблемăсем (342 обращени) хумхантараççӗ. Жалобăсене ведомствăн интернет-приемнăйӗ (723 ыйту), «Халăх тӗрӗслевӗпе» (351 ыйту) «Шкул экопатрулӗ» приложенисем тата «ПОС» платформа (31 обращени) урлă килнӗ.

«Граждансем çутçанталăка сыхлас ӗçе хастар хутшăнаççӗ. Вӗсен обраçенийӗсем санитарипе экологи икӗуйăхлăхӗ хушшинче йӗркене пăснине тупса палăртма тата ыйтусене хăвăрт татса пама пулăшаççӗ», – палăртнă министерствăра.

Экологин обществăлла приемнăйӗн ӗçне «Экологи ăнăçлăхӗ» наци проекчӗн шайӗнче йӗркелеççӗ, унăн пӗр тӗллевӗ халăха çутçанталăк хутлăхне упраса хăварас ӗçе явăçтарасси.

ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология народный контроль экологическое воспитание