Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЭКОволна» çамрӑксене пуçтарчĕ

Майăн 12-мӗшӗнчен пуçласа 15-мӗшӗччен «Байтик» лагерьте (Крутушка поселокĕнче) çамрӑксен экологи организацийӗсен республикӑри «ЭКОволна» VIII форумӗ иртет.

Форума ача-пӑчапа çамрӑксен обществӑлла организацийĕсене, Тутарстан Республикин пӗрлешĕвĕсене республикăри экологи повесткин ĕçĕсене явăçтарса аталантарассипе пуçарса янӑ.Унта 72 ача-пӑчапа çамрӑксен пӗрлешӗвӗнчен 152 представитель хутшӑнать. Вӗсен хушшинче çамрӑк ӑсчахсем — экологсем, предприяти специалисчӗсем, студентсем.

Форум шайӗнче хутшӑнакансем валли вӗрентӳ тата дискусси экологи площадкисем, лекторисем, лидерсемпе тӗлпулусем иртеççӗ, çавӑн пекех экологи енĕпе ĕçлекен çамрӑксен организацийӗсен представителӗсем пĕр-пĕрин опычĕпе ылмашӑнĕç.Унӑн вӗрентӳ программине пурнӑçланӑ май актуаллӑ темӑсене те пӑхса тухӗç: хупӑ циклăн экономики, Тутарстан Республикин çутçанталӑка сыхлас ӗçӗн историйӗ, республикӑн уйрӑмах сыхлакан çутçанталӑк территорийӗсем, çын сывлӑхӗнчи экологи пӗлтерӗшӗ тата çамрӑксен экологиллĕ аталанăвĕ.

Форумӑн тӗп мероприятийӗ – Тутарстан Республикин экологи пӗрлешӗвӗсен «Об экологии друг другу» III республика конкурсӗн куçӑн тапхӑрӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх проектсене пурнӑçа кӗртме укçа-тенкӗ уйăрӗç. 

Форумӑн пленарлӑ ларӑвӗнче хутшӑнакансем тавралӑха хӳтӗлеме тата çамрӑксен хушшинче экологи культурине ӳстерме пулӑшакан хӑйсен пуçарӑвӗсене каласа парĕç.

Форума уçнӑ çӗре Тутарстан Республикин экологипе çутçанталӑк ресурсӗсен министрӗн çумӗ Егор Тарнавский та хутшăннă.

Аса илтеретпӗр, Форумпа Конкурс йӗркелӳçи – Раççей экологи обществин Тутарстанри уйрӑмӗ тата Тутарстан Республикин Экологипе çутçанталӑк ресурсӗсен министерстви пулӑшнипе Регионти çамрӑксен «Будет чисто» общество организацийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология