Елабуга районӗнчи Çӗнӗ Анзирка ялӗнче Иван-чей фестивалӗ иртнӗ.
Июлӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ уяв. Ăна ялти Терешинсемпе Карповсен çемйисем йӗркеленӗ. Çак икӗ çемье 13 çул каялла хула пурнăçне ял кун-çулӗпе улăштарнă. 11 çул хушши вӗсем «Иван-чай» ятлă авалхи вырăс ӗçмине пухса хатӗрлессипе, реализацилессипе аппаланнă.
Уявăн программи анлă пулнă – иван-чей ярамарки, халăх промыслӗсен куравӗ, наци тумӗн куравӗ, конкурссем, фотозона, авалхи меслетпе чей пăшăхлантарни тата, паллах, дегустаци.
Паллах, хăнана таврари вырăс ансамблӗсем – Аслă Еловори «Надежда», Елабугăри ,Сударушка», Яковлевори «Деревенька», танайри «Зренька», Çырчаллинчи «Калинушка» тата ытти юрăçсем клнӗ.
«Иван-чей пуçтарса пӗтерсен пирӗн несӗлсем пӗтӗм ялпа пухăнса чей хатӗрлессине халлланă уява ялӗпех йӗркеленӗ. Ăна материне чӗркесе ташлама пуçланă. Пирӗн фестивале хутшăнакансем çак ташшăн элементне кăтартса пачӗç», – тесе пӗлтернӗ уява йӗркелекенсенчен пӗри Александра Карпова.
Иван-чейӗн пӗрремӗш фестивалӗ 2019 çулта иртнӗ, унта 500 яхăн çын хутшăннă пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев