Электросамокатпа ӳсӗрле ҫӳрекенӗн правине суд тавӑрса панӑ
Мӗне чарман – ҫавна юрать
Хусанти Мускав районӗн сучӗ тӗлӗнмелле ӗҫре пӑнчӑ лартнӑ. Паян Хусанта пурӑнакан Дмитрий Хотухова водитель удостоверенине тавӑрса панӑ. Ӑна унран электросамокатпа ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн туртса илнӗччӗ.
Прецедент 2020 ҫулхи август уйӑхӗнче пулса иртнӗ, электросамокатпа пыракан Дмитрия ГИБДД сотрудникӗсем чарнӑ. Медосвидетельствовани иртме арҫын килӗшмен, ҫакна пула электросамоката штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Дмитрий пирки ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн протокол ҫырнӑ. .
Качрах ӗҫе Хусанти Мускав районӗн миравай судне панӑ. Пӗлтӗр ноябрь уйӑхӗнче суд Дмитрийӗн правине туртса илнӗ. Ҫак йышӑнупа арҫын килӗшмен, вӑл ӑна Мускав районӗн судӗнче обжаловать тунӑ.
"Тӗрӗссине каласан, эп кӗтменччӗ. Эпӗ Верховнӑй суда шанса тӑраттӑмччӗ. Самокатсем пирки нимӗнле те закон йышӑнӑвӗ ҫук-тӑк, уншӑн суда пама юрамасть. Ҫакна судья тӗрӗс ӑнланчӗ", – пӗлтернӗ шухӑшне Дмитрий Хотухов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев