Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элӗк-Питӗр: туслăх кӗперӗ тӗрекленет...

Питӗр хулине Элӗк районӗнчен хăнасем тепӗр хут килчӗç. Вӗсем Ленинград çӗрӗ çинчи чăвашсемпе çыхăннă истори вырăнӗсене килсе курассине йăлана кӗртрӗç. Кунхинче Элӗк районӗнчи ветерансене Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Валериан Гаврилов йыхăрнă.

Раççей пенсионерӗсен союзӗн Элӗк районӗнчи уйрăмӗн канашӗн председателӗ Любовь Константинова пӗлтернӗ тăрăх, вӗсен организацийӗ тăтăшах Раççей Федерацийӗн хулисене экскурсие тухса çӳрет. Элӗксем ӗнтӗ Красноярскра, Волгоградра, Мускавра пулса курнă. Кăçал вӗсем Паллă ентешсен çулталăкне халалласа Питӗрти чăвашсен вырăнӗсемпе çӳрерӗç.  

Чăваш Енрен килнӗ ветерансене хула чăвашӗсем «Чăваш тӗнчи» интерактивлă музейра кӗтсе илчӗç. Хăнасем музее парнесем пачӗç, Питӗрти чăваш активисчӗсене – чăваш тӗрриллӗ талисмансем парнелерӗç.

Чăваш тӗпелӗнче вӗсем паллă тӗпчевçӗпе Антон Салминпа тӗл пулчӗç. Унтан «Юрату» ансамбльпе Элӗкри хăнасем халăх юррисем юрласа туслăх каçӗ ирттерчӗç.

Тепӗр кун Валериан Гаврилов хăнасене Питӗрти Киров районӗнче чăваш салтакӗсемпе çыхăннă вырăнсене кăтартса çаврăнчӗ. Элӗксем «Ленинград блокадине татни» диарама-музейра, «Нева çинчи пятачок», «Чикӗ чулӗ» тата ытти вырăнсенче пулса курчӗç.  

Хăнасем Питӗртен хăйсен паллă ентешӗн Виталий Золотовăн вил тăприне пуç таймасăр кайма пултарайман. Телее вăл вăхăтра В.А.Золотов ӗçлесе пурăннă Петергофра фонтансен фестивалӗ иртетчӗ. Экскурси хыççăн хăнасем ентешӗн вилтăпри çине чечек çыххисем хучӗç.

Туслăх кӗперӗ çирӗпленсе пырать, ветерансем Ленинград çӗрӗ çине тепре те килес шухăшлă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев