Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Элмет çыннин 70 миллион ытла тенкӗлӗх пурлăхне çаратакансене тытнă

Королевпа Сызрань хулисенчи пӗр-пӗрне хальччен палламан 18 – 20-ри икӗ качча Элметри çамрăк хӗр пулăшнипе унăн 72-ри аслашшӗн орден-медалӗсене, хаклă япалисемпе тимӗр укçа коллекцине (пурӗ 70 миллион тенкӗ ытлалăх пурлăхне) вăрлаттарнă.

Вӗсем виççӗшӗ те телефонпа шăнкăравлакан шулӗксене СМС-çырупа килнӗ кода каланă пулнă. Хӗре диспансеризаци тухма сӗннӗ, кирлӗ мар-тăк СМС-çырупа килнӗ кода калама ыйтнă, каччăсене вара çар комиссариатӗнче халех медкомисси тухмашкăн тухтăр патне «çырăнтарнă», тесе пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.

Кайран Минцифры тата Росфинмониторинг представителӗсен ятӗнчен шăнкăравласа каччăсен патшалăх услугинчи харпăр кабинетне ватса банк картти çинчи укçине террористсене куçарнă тесе ӗнентернӗ, куншăн вӗсен закон умӗнче явап тытмалла имӗш. Каласа тăрса телефонӗсем çине видеоконференци ирттермелли приложени те ларттарнă. Ӗненмелле пултăр тесе ун тăрăх ют çӗршыв хӗрарăмӗ çине çырнă доверенноçа кăтартнă. Мӗн хушнине тумасан тăванӗсене, хăйсене сиен тăвасса кӗтме каланă.

Каччăсен ФСБăн штатра тăман сотрудникӗ пек пулса ӗçлемелле иккен, закона пăснă çыннăн Элметри çуртне ухтармалла. Каччăсем таксипе Элмете кайнă хушăра шулӗксем хайхи хӗртен пуян тăванӗсем пуррипе çуккине ыйтса пӗлнӗ. Аслашшӗ чăнах та укçаллă иккен унăн. Тăванӗн пухăннă укçи хăрушлăхра тесе ФСБ «сотрудникӗсене» аслашшӗн пӳртне кӗртсе укçине парса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Каччăсене хӗр чăнах та алăка уçса кӗртнӗ, аслашшӗн сейфӗ ăçтине кăтартсан хăй банка, шучӗ çинчи 1 миллион тенкине илме, кайнă. Телее, банкра вăл кун ун чухлӗ укçа пулманнипе килне таврăннă хӗр. Шăп кунта амăшӗ ăна шулӗксен аллине лекнине пӗлтернӗ те. 

 Каччăсем вара çуртри хаклă (70 миллион тенкӗ ытлалăх) япаласене сумкăна тултарса ФСБ «сотрудникӗ» тенӗ çынран парса янă. Хăйсене вара кураторӗсем çуртра çӗр каçма хушнă, ирхине вӗсен протокола алă пусмалла имӗш. 72-ри арçыннăн килӗнче ют çынсене курса кӳрши полици чӗннӗ. Каччăсем хăйсем шулӗксен аллине лекнине тепӗр кун чăн-чăн полици сотрудникӗсенчен кăна пӗлнӗ. Апла-и, капла-и вӗсен енӗпе халӗ РФ Уголовнăй кодексӗн 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе («Мошенничество») уголовнăй ӗç пуçарнă. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проишествие