Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элшелӗнче çӗнӗ клуб тусан Тăхăрьял музейне хупма пултараççӗ

​​​​​​​Пăва районӗнчи Элшелӗнче юлашки çулсенче çӗнӗ социаллă объектсем нумай турӗç. Кунта шкул та хăй адресне улăштарчӗ, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă обелиск та ялтăраса тăрать, фельдшерпа акушер пункчӗ те, çӗнӗ полици çурчӗ те пур, ял хутлăхӗн офисне те паян-ыран уçмалла.

Черетре – клуб. Кивӗ клубра ытти кирлӗ пӳлӗмсемпе пӗрле 10 çул каялла уçнă Тăхăрьял музейӗ те пӗчӗк мар вырăн йышăнса тăрать. Элшелӗнче çӗнӗ Культура çурчӗ тусан, администраци кивӗ клуба музейшăн кăна тытса тăмасси паллă.

Вăл е ку ыйтăва халалланă ял пухăвӗсенче музей ертӳçи Евгений Афанасьев пуçлăхсем умӗнче этнокультура управçин шăпи пирки те ыйту тăратать. Анчах та хальхи вăхăтра Культура министерстви тутаракан клубсен проекчӗсенче музейсем валли вырăн çук. Пур пулсан та, вăл пӳлӗмсен лаптăкӗсем калама çук пӗчӗк. Тăхăрял музейӗ вара, экспонатсемпе те, тытăмӗпе те питӗ пуян. Кунта çак тавралăха кӗрекен кашни ялăн историӗ, паллă çыннисем, мухтавлă ӗçӗсем çинчен ансат чӗлхепе илемлӗн кăтартса панă. Вăл пуян еткерлӗх ниепле те 12 е 14 тваткал метр лаптăка шăнăçаймасси паллă. Çакă пăшăрхантарать те таврапӗлӳçӗсемпе чăваш культури çак тăрăхра анлăрах сарăлтăр тесе тăрăшакансене. 

Хальлӗхе ялта клуб тăвас ыйту сывлăшра çакăнса тăрать-ха. Тӗп йывăрлăх – тăрă шывпа тивӗçтересси. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев