Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элшелӗнче икӗ скважинӑна тасатма тытӑннӑ

Уйрӑм ялсенче дисциплина ҫукки тӗрлӗрен йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерет. Район администрацийӗ мӗн пур скважинӑсене обслуживани тӑвакан организацине парас тӗлӗшӗпе ӗҫлет. Шыв пултӑр тесен, ҫакна тумаллах. Йӗрке пултӑр тесен, ӑна хамӑртан пуҫламалла. Пирӗнсӗр пуҫне ҫакна никам та тумасть.

Икӗ-виҫӗ кун хушшинче ялти килсене шыв ҫӗнӗрен ҫитӗ тесе шантараҫҫӗ юсав ӗҫне пуҫӑннӑ ҫынсем, тесе пӗлтерет Пӑвари "Ялав" хаҫат. 
Элшелӗнче шыв пайтахранпа ҫук ӗнтӗ. Насос агрегачӗсене тӗрӗс мар ӗҫлеттерсен, пӑрӑхсем тепре те тӑмпа тӑвӑлса ларма пултараҫҫӗ. Ҫак шӑрӑхра ялта шывсӑр питӗ хӗн, хӑть Сӗверен кайса ӑс. Скважинӑсене специалистсен пӑхса тӑмалла, профилактика ӗҫӗсене вӑхӑтлӑ туса ирттермелле. Анчах та тупӑш пӗчӗк пулнине кура, хӑш чухне ҫак ӗҫ тӑкаксем кӳнипе те, шыв насос скважинисене пӑхса тӑрас текенсем ҫукрах.
Шывпа тивӗҫтересси ҫапларах пулин сӑлтавӗ те ансат – ҫын шутӗнчен пурнас текенсем нумай. Е трассӑна шӑтарса хӑйсем патне вӑрттӑн труба хураҫҫӗ е шывшӑн тӳлемеҫҫӗ. Ҫакнашкал ҫынсене халӑх контролӗ тӑрӑ шыв ҫине кӑларсан аван пулмалла та. Ял хутлӑхӗн канашӗ кӑна кунта тимлесе ӗлкӗреймест.
Специалистсем ҫук вӑхӑтра ку ӗҫе ял пуҫлӑхӗсен туса пыма тивет. Пӑва районӗн пуҫлӑхӗн Ранис Камартдиновӑн  сӑмахӗсемпе, вӗсен компетенцийӗсем ҫитмеҫҫӗ пулсан та, ӗҫе илсе пыраҫҫӗ. Камӑн-тӑр тумалла.

Уйрӑм ялсенче дисциплина ҫукки тӗрлӗрен йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерет. Район администрацийӗ мӗн пур скважинӑсене обслуживани тӑвакан организацине парас тӗлӗшӗпе ӗҫлет. Шыв пултӑр тесен, ҫакна тумаллах. Йӗрке пултӑр тесен, ӑна хамӑртан пуҫламалла. Пирӗнсӗр пуҫне ҫакна никам та тумасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев