Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Емелькино шкулӗнче Дмитрий Романовăн асăну хăмине уçрӗç

Майăн 22-мӗшӗнче Емелькино шкулӗнче кунта вӗреннӗ, ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă Дмитрий Романовăн асăну хăмине уçрӗç. Мероприятие Аксу район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Станислав Зайцев, Емелькино ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Нина Михайлова, Тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансен тата запасри пограничниксен Тутарстанри «Пограничниксен содружестви» обществăлла организацин районти представителӗсем, салтакăн ашшӗпе амăшӗ, тăванӗсем, ял-йыш, шкул ачисемпе вӗрентекенсем хутшăнчӗç.

– Çак Асăну хăми пире Дмитрий Романова асра тытма пулăшӗ. Ун çине пăхсан кашни тăнăç пурнăçăн хакӗ мӗнле пысăкки çинчен шутлатăр, мирлӗ пурнăçшăн кӗрешсе пуç хунă паттăра аса илтӗр, – терӗ Станислав Зайцев. 

Емелькино ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Нина Михайловăпа шкул директорӗ Алексей Никитин та Дмитрие ырăпа кăна аса илчӗç. Алексей Дмитриевич каланă тăрăх, Дима Романов шкулта вӗреннӗ чух ăмăртусене хастар хутшăннă, чи лайăх командир пек асра юлнă вăл.

Пухăннисем пуç хунă салтакăн ашшӗпе амăшне, пӗртăванӗсене вӗсемпе пӗрле хурланни пирки пӗлтерчӗç, çакăн пек паттăр ывăл çитӗнтернӗшӗн тав турӗç. 

Асăну хăмине уçма Димăн ашшӗне Валерий Романова тата ятарлă çар операцине хутшăннă Павел Ильина шанчӗç. Паттăр салтака пӗр минут шăп тăрса асăннă хыççăн митинга килнисем Асăну хăми патне чечексем хучӗç.

Дмитрий Романов 2003 çулхи мартăн 21-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче çуралнă. Емелькино шкулӗнче 9 класс пӗтернӗ. Унтан Çырчаллинчи политехника колледжӗнче пӗлӳ илнӗ. Диплом илсен салтака кайнă: унта вăл отделени командирӗ пулнă, кӗçӗн сержант званипе таврăннă. Çартан таврăнсан монтажник пулса ӗçленӗ. 

2024 çулхи май уйăхӗн вӗçӗнче Дмитрий контракт çырса ятарлă çар операцине кайнă. 93-мӗш сывлăш-десант дивизийӗн 217-мӗш гварди парашютпа десант полкӗнче çар тивӗçне пурнăçланă. 2024 çулхи августăн 8-мӗшӗнче Луганск Халăх Республикинче çар задачине пурнăçланă чух пуç хунă. Дмитрий Романова вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе наградăланă. 

Дима хăйӗн ашшӗпе амăшне, пӗртăванӗсене (вӗсем çемьере саккăрăн) питӗ юратнă. Юлташӗсем те паттăр салтака ăшшăн аса илеççӗ: уçă кăмăллăччӗ, яланах çынна ăнланма, пулăшма тăрăшатчӗ теççӗ. Шкулта пӗрле вӗреннисен асӗнче Дмитрий Романов яланах хавас йăл кулăллă, çирӗп кăмăллă, ырă юлташ пек юлнă...

 

Екатерина МОЛОСТВОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО СВО Наши герои