Эрнелӗх гороскоп 29.05 – 04.06
ТАКА 21.III-20.IV «Ырана» хăварнă ӗç патне çак кунсенчех таврăнмалла, пуçланăскерсене вӗçне çитермеллех. Панă сăмаха тытма пӗлмелле, ахальлӗн хирӗçӳ сиксе тухӗ – пуçлăхпа-и, тăванăрсемпе-и, тен, тусăрсемпе. Çак эрнере парăма кӗме те, кивçен пама та сӗнмеççӗ çăлтăрсем.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Инçетри тăванăртан е ача чухнехи юлташăртан хыпар илетӗр. Пӗтӗмӗшле илсен эрне лăпкă. Нумай пулмасть савни тупнисен кăшт хумханма тивет – çынни тапхăр-тапхăр чăкăлтăш иккен. Çакăншăнах кулянма хушмаççӗ çăлтăрсем.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Йӗкӗрешсен эрнипе лăпланса хаш! сывлама май килмест. Çемьери лару-тăрăва пула самай хумханма тивет. Çак вăхăтрах ӗçре аврал, пурне те вăхăтра пурнăçлама ӗлкӗрмелле.
РАК 22.VI-22.VII
Тахçантанпах улшăнусем çинчен ӗмӗтленекенсен çамка çине тар тухиччен ӗçлемелле. Сирӗн проектсене, экспериментсене пурнăçа кӗртме питӗ меллӗ вăхăт халь. Çак кунсенче хăвăрăн идейăрсемпе, сӗнӗвӗрсемпе пысăкрах шалуллă должноçа куçма май пур.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Планпа ирттерме палăртнă мероприятисене те çак кунсенчен урăх вăхăта куçарни лайăх пулӗччӗ. Карьерăра утăмсем тума меллӗ вăхăт мар халь. Харкам пурнăçри çитӗнӳсемпе киленме шеп кăна. Çемйӗрпе канма та лайăх, анчах килтен ытла инçете каймалла мар.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Кăнттам, тăрлавсăр çынсем, калăн, кашни утăмра сыхласа тăраççӗ сире. Ӗçре те, транспортра та, лавккара та сире хирӗçтересшӗн пулӗç вӗсем. Эпир систернине асра тытса вӗсенчен аяккарах пулма тăрăшăр. Çемйӗрте халь йăлт йӗркеллӗ, пӗр-пӗрне ăнланатăр, пулăшатăр.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Тунтикунранах эрне хӗрӳ. Ӗçре те, килте те кунне темӗн чухлӗ ӗç тума ӗлкӗретӗр, анчах çакăншăн савăнса хăпартланас вырăнне алă усатăр, кăмăлăр пусăрăнать. Тен, сăлтавӗ иртнӗ пурнăçран ăнсăртран килсе тухнă çынпа çыхăннă?
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эрнен пӗрремӗш кунӗнченех хăвăрта иксӗлми вăй-хал туятăр. Апла пулин те çанă тавăрса пӗтӗм ӗçе пӗр самантра пурнăçлама ан тăрăшăр – халран кайăр, ывăннипе депресси аптратӗ. Çаплах ку тапхăр укçа хывма ăнăçлă вăхăт мар, пысăк япала туянас тесен те.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Ӗçтешӗрсен хушшинче хăвăрпа пӗр шухăшлисене шырани кăлăхах, çак кунсенче кашни хăйшӗн тăрăшать. Пӗтӗмӗшле илсен эрне ырă, савăнмалли тупăнсах тăрать. Çемьепе, çывăх çынсемпе хутшăнни чăннипех телей кӳрӗ сире.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Ӗçре те, çемйӗрте те сирӗн сăмахăр ыттисемшӗн авторитет пулать. Ертсе пыракан проекта ăнăçлăн вӗçлетӗр, анчах çăлтăрсен сире асăрхаттармалли те пур – таврари çынсене, ӗçтешӗрсене ан хӗсӗрлӗр, тирана ан çаврăнăр – «пăлхав» çӗкленӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Кам-тăр пулăшасса кӗтмелли çук ку эрнере. Çемьери çынсем те, ӗçтешӗрсем, юлташăрсем те хăйсен ӗçӗсемпе аппаланаççӗ, сирӗн ыйтусене татса пама ерçӳ çук вӗсен. Енчен те шутланисене пурнăçласа ӗлкӗрейместӗр-тӗк, хăшне-пӗрне урăх вăхăта куçарăр. Хушма ӗçе чӗнекенсен сӗнӗвӗсене тимлӗнрех итлеме хушаççӗ çăлтăрсем, ултавçăсене шанас хăрушлăх пур.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Çемьеллисен çак кунсенче мăшăрӗпе хутшăнусем тата та çирӗпленӗç, пӗчченнисен шăпа пӳрнӗ çынпа тӗл пулма шанăç пур. Укçа-тенкӗ енчен улшăнусем çук. Ӗçре сире ура хума ăнтăлаканнисене ытти чухнехинчен çивӗчрех туятăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев