Фарид Мухаметшин: «Паттăрсен ячӗсем – историри страница кăна мар»
«Çак çынсем хуласем тунӑ, вӗрентӗве аталантарнӑ, йӑла-йӗркесене упраса хӑварнӑ. Вӗсен ӗçӗ – паянхи Тутарстанăн никӗсӗ, – терӗ Фарид Мухаметшин. – Хăйсен ӗçӗпе тата таланчӗпе Тутарстана аталантарнисен ячӗсем республикăн наци еткерӗн пайӗ пулса тăрать».
Паян ТР Халӑхсен Туслӑх Çуртӗнче «Татарстан – Новый век» – «Татарстан – яна гасыр» республикăри обществăлла юхăмăн Аслӑ Канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Канаш пайташӗсем патриотла воспитанипе, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен астăвăмне тата республика аталанӑвне пысăк тӳпе кӗртнӗ паллӑ çынсен ячӗсене упраса хăварассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç. Ларӑва Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗ, общество юхӑмӗн Аслӑ Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ.
Фарид Мухаметшин ларăва уçса Тутарстан хăйӗн историйӗпе тата чаплӑ çыннисемпе пуян пулнине палӑртрӗ. Унӑн летопиçне йывӑр вӑхӑтра Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен тата хӑйсен ӗçӗпе, пултарулӑхӗпе республика аталанӑвне тӳпе кӗртнӗ çынсен ячӗсем çырăннă. «Эпир Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин паттӑрӗсен, легендарлӑ летчиксен Михаил Девятаевпа Магуба Сыртланован, çапӑçу хирӗнче пысăк паттӑрлӑх кӑтартнӑ Борис Кузнецовӑн паттӑрлӑхӗсене астӑватпӑр, – терӗ Фарид Мухаметшин. – Тан мар çапăçура тăшманпа кӗрешсе пурнӑçне панӑ паянхи паттăрсене – Дамир Исламов пек ятарлӑ çар операцине хутшӑннисене ас тăватпăр. Вӗсен паттӑрлӑхӗ – истори страницисем кӑна мар. Вӗсем çамрӑксемшӗн кӑмӑл-сипет ориентирӗсем, патриотизмпа Тӑван çӗршывшăн ӗçлесе пурӑнмаллин ырă тӗслӗхӗсем».

Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗн сăмахӗпе, Тутарстанӑн экономикӑпа общество аталанӑвӗн никӗслевçисене – наукӑпа культура, экономика сферисенче ӗçлекенсем – асра тытасси те хисепре. «Çак çынсем хуласем тунӑ, вӗрентӗве аталантарнӑ, йӑла-йӗркесене упраса хӑварнӑ. Вӗсен ӗçӗ – паянхи Тутарстанăн никӗсӗ, – терӗ Фарид Мухаметшин. – Хăйсен ӗçӗпе тата таланчӗпе Тутарстана аталантарнисен ячӗсем республикăн наци еткерӗн пайӗ пулса тăрать».
Канаш Председателӗ палăртнă тăрăх, информацилле хирӗçтăрăвӗн лару-тăрăвӗнче деструктивлă витӗмӗн тӗп мишенӗ çамрӑксем пулса тӑраççӗ. Цифра каналӗсем урлă пирӗн йăлари хаклăхсене, обществăри культурӑпа ӑс-хакӑл, кӑмӑл-сипет ориентирӗсене хирӗçлекен хаклӑхсем анлă сарăлаççӗ. «Çак хӑрушлӑхсене хирӗç тӑма республикӑра патшалӑх влаçне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене тата общество пӗрлешӗвӗсене пӗрлештерекен патриотла воспитанин комплекслă системи йӗркеленн», – асăрхарӗ Фарид Мухаметшин.
Ун шучӗпе, 2026 çула Тутарстанра Çар тата ӗç паттӑрлӑхӗн çулталӑкӗ пек палăртни историлле астăвăма упрассин пӗлтерӗшлӗ утăмӗ пулса тăчӗ. Июнӗн 8-мӗшӗнче Тӑван Çӗршыва хӳтӗлесе пуç хунисен ячӗсене, çав шутра ятарлӑ çар операцине хутшӑннисенне те, ӗмӗрлӗх астăвăмра хӑварасси пирки ятарлă закон йышӑнни те çав шутра. Фарид Мухаметшин палăртнă тăрăх, ку ӗç парламентшăн ялан приоритетлисен шутӗнче пулнă. Ăна çак темăпа çуллен иртекен акцисем, куравсем, лекцисем, вело- тата авточупусем, конкурссем те çирӗплетеççӗ. Республикăра паттăрсене асăнса мемориал комплексӗсем лартассине, асăну хăмисем тата ытти паллăсем вырнаçатарссине те тӗрев параççӗ. Паттӑрсемпе чаплӑ çынсем çинчен хатӗрленӗ медиапроектсем вара уйрăмах çамрăксен воспитанийӗшӗн пӗлтерӗшлӗ.
Фарид Мухаметшин çӗршыва хӳтӗлекенсен тата паллă çынсен ячӗсене упраса хӑварни çынсен гражданла яваплӑхне ӳстерни пирки уйрӑммӑн каласа хăварчӗ. «Ку иртнине хисеплеме тата çӗршыв пуласлӑхӗнчи харпăр вырăна ӑнланма вӗрентет, – асăрхарӗ Патшалăх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗ. – Ку тӳрремӗнех политика культурин шайӗнче курăнать: ӑрусен çыхӑнăвӗнче, граждансем обществӑпа политика пурнӑçне анлăрах хутшӑннинче, çав шутра суйлава хутшăннинче те. Ун сăмахӗпе, шăпах патриотлă шухăшлă çынсем активлă хутшăнаççӗ те çӗршыв пурнăçне.

Асӑну паллисем лартассипе çыхăннă йӗркесемпе Патшалӑх Канашӗнчи «ТНВ» депутатсен ушкӑнӗн ертӳçи, «По «Зарница» тулли мар яваплăхлă обществăн Директорсен канашӗн председателӗ Артур Абдульзянов паллаштарчӗ.
«Асӑну паллисене вырнаçтарасси, пӗтӗмӗшле илсен, депутатсен, общество организацийӗсен, ӗç коллективӗсен, тӑванӗсен пуçарăвӗнчен тытăнать, – терӗ вăл. Унтан кирлӗ документсем, биографипе истори справкисем пухасси, Асăну хӑмин е ытти палăкăн эскизне тăвасси пуçланать. Виççӗмӗш тапхӑр чи йывӑрри – килӗшӳ тупасси. Кăна та татса парсан Министрсен Кабинетне çыру çырасси тата укçа-тенкӗ ыйтăвне татса парасси юлать. Пиллӗкмӗшӗнчен, материала суйласа палăк хатӗрлеççӗ. Улттӑмӗш тапхӑр чи кăмăлли – палăка уçасси», – шкул учителӗ пек ăнлантарчӗ депутат.
Спикер сăмахӗпе, ку ӗçсем 18 уйӑх таран тӑсӑлма пултараççӗ. Ытларах бюрократи чăрмавӗсене пула. Сăмахран, Горький чукун çулӗн Хусанти уйрӑмӗн пуçлӑх çумӗн Юрий Рыбаковӑн Асăну хăмине вырнаçтарассипе те кӗтмен чăрмавсем сиксе тухнă. Сăмах май, Юрий Рыбаков тăрăшнипе чукун çул вокзалӗн çуртне реставрациленӗ, ача-пӑча чукун çулне хута янӑ. Асăну хăмине чукун çул вокзалӗн фасачӗ çине вырнаçтарма сӗннӗ. Анчах вăл культура еткерӗ шутланать тата çурт Раççей чукун çул учрежденин харпăрлăхӗ те. Хăмана вырнаçтарас тесен халӗ РЖД ертӳçисемпе калаçмалла иккен.

ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 2017 çултанпа паллӑ çынсен ячӗсене упраса хӑварассипе ведомствӑсен хушшинчи комисси ӗçлет. Комисси тăрăшнипе юлашки 9 çулта Тутарстанра 13 палӑк, 29 бюст тата 102 мемориал хӑми вырнаçтарнӑ.
Историпе çыхăннă çутӗç ӗçӗпе патриотла воспитани тата историлле чӑнлӑха хӳтӗлесси çинчен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Раççейӗн Çарпа истори обществин регионти уйрӑмӗн ӗç тӑвакан директорӗ Тимур Камалетдинов каласа пачӗ. Ку енӗпе Тутарстанра çар тактикипе çыхăннă вӑйăсем, истори реконструкцийӗсем, пӗр кунлӑх походсем тата профильлӗ сменӑсем ирттееççӗ.
Лару « ТНВ – Новый век» обществăн хастарӗсене Тав хучӗсемпе чысланипе вӗçленчӗ.
Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев