Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фестиваль 15-мӗш хут шанăç парать

РФ халăх артистки Диана Гурцкая мартăн 12-мӗшӗнче Хусана килнӗ


РФ халăх артистки Диана Гурцкая мартăн 12-мӗшӗнче Хусана килнӗ

Паллă юрăç «Белая трость» XV Халăхсен хушшинчи ыркăмăллăх фестивальне 2024 çулта хутшăнакансене итленӗ çӗре хутшăнать. Вăл паянах «Экият» ача-пăча центрӗн инклюзивлă студийӗсен ӗçӗпе паллашнă, инклюзивлă творчествăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене «çавра сӗтел» хушшинче çӗкленӗ. Юрăçăн пултарулăхне халалланă тӗлпулу та паянах иртнӗ. 

«Белая трость» фестиваль çамрăк вокалистсене пулăшать, сцена çинче хăйсене тытма вӗрентет, музыка енчен аталанма май парать. Фестивалӗн тӗп шухăшӗ — инвлид ачасемпе çула çитмен çамрăксене культурăпа обществăлла пурнăçра хăйсене тупма пулăшасси, творчествăра аталанма шанăç парасси. 
2024 çулта февралӗн 1-мӗшӗнче кăçал иртекен «Белая трость» XV Халăхсен хушшинчи ыркăмăллăх фестивальне хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçланă. Унта 5 — 17 çулсенчи юрлакан, музыка инструменчӗсем калакан куçӗ япăх куракан, суккăр ачасемпе çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултараççӗ. 
Регионсенче иртекен суйлавра çӗнтернисене Мускавайыхравлаççӗ, «Крокус Сити Холл» концерт залӗнче иртекен гала-концертра паллă артистсемпе сцена çине тухаççӗ. Фестивале хутшăнакансем валли анлă культура программи хатӗрленӗ.

«Белая трость» фестивале йӗркелекенсене çулсерен культура тата искусство ӗçченӗсем пулăшаççӗ: артистсем, музыкантсем, телеертӳçӗсем. 
Пӗлтӗр фестивале хутшăнакансемпе пӗрле Зара, Алсу, Люся Чеботина, SHAMAN, Анастасия Макеева, Денис Майданов, Марк Тишман, Анита Цой, Дмитрий Губерниев, Юлия Паршута, Дмитрий Колдун, Александр Панайотов, Родион Газманов, Александр Буйнов, Сосо Павлиашвили, Ольга Кормухина, Лада Дэнс, Таисия Повалий, «Домисолька» тата «Непоседы» ача-пăча музыка театрӗсем юрланă. 

«Белая трость» фестивале Дианы Гурцкаян суккăр, япăх куракан ачасене пулăшма йӗркеленӗ «По зову сердца» Ыркăмăллăх фончӗ йӗркелет.

Сăнӳкерчӗк С. Камалетдиновăн («Татар-информ» ИА).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль