Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фестивальсен çулталăкӗ уçăлчӗ

Икӗ фестиваль пӗрлешсе Хусанта Хӗллехи фестиваль ирттерме пуçланăранпа виçӗ çул çитрӗ. Big Twin Fest (мотофестиваль) тата Волга-Волга Fest пирки сăмахăм. Йӗркелӳçӗсем каланă тăрăх фестиваль темиçе тапхăрпа иртнӗ. Пӗрремӗш тапхăрӗ – февралӗн 9-мӗшӗнче онлайн пулнă. Унта 60 ушкăн хутшăннă. Вӗсенчен улттăшне иккӗмӗш тапхăра суйласа илнӗ. Иккӗмӗш, виççӗмӗш кунӗсем «Ак Барс Арена» стадионри Big Twin Arena площадкинче иртнӗ.

«Волга-Волга» илемлӗх ертӳçи Антон Салакаев бизнесмен Григорий Корнилов (вăлах мотофестивале йӗркелекенсенчен пӗри) çине тăнипе кун çути курнă хӗллехи фестиваль. Çак кунсенче йӗркелӳçӗсем журналистсемпе тӗл пулчӗç. Фестивале килме кăмăл тунисем çинчен каласа пачӗç, вӗсен пуласлăхӗн чаршавне те кăшт уçрӗç. Паллах, Тутарстанри рок ушкăнсен ӗçӗ-хӗлӗ пирки те сăмах пулчӗ.

Хусанта «Сотворение мира» рок фестиваль витӗмӗпе уçăлнă рок шкулта вӗренекенсем хаваспах хутшăннă фестивале. Çаплах Тутарстанра наци рок культури аталаннине палăртрӗ Г.Корнилов: «Тутарла металкор, рэп сулăмсемпе ӗçлекен ушкăнсем çитӗнӳ тăваççӗ. «Усал» ушкăн, тӗслӗхрен, çулталăк каялла кăна сцена çине тухнăччӗ, халӗ вара Раççейри пысăк фестивальсене хутшăнать. «Дикая мята» ушкăн хăйнеевӗрлӗхӗпе пурин тимлӗхне тыткăнлать». Ун пек музыкантсене çийӗнчех асăрхаççӗ, вӗсен аталанăвне сăнаççӗ.

Пресс-конференцие рок музыкантсен хушшинчи паллă çын Игорь Сандлер (Woodstock Russia фестивале никӗслекенӗ, продюсерӗ) та хутшăнчӗ. Мускавра пысăк фестивальсем, конкурссем йӗркелекенскерӗн хăйӗн тӗллевӗ – Хусанти фестивальте пултаруллă, пуринчен уйрăлса тăракан музыкантсене асăрхаса çулла Мускаври «Сандлер феста» хутшăнма йыхравласси. Ăнланмалла, кашни йӗркелӳçӗн мероприятие асра юлмалли композицисемпе, артистсемпе пуянлатас килет. 

Хусансен çак тӗллев пурнăçланни пирки иккӗленместпӗр, ара, унта паллă рок-ушкăнсене «чӗррӗн» итлеме май пулчӗ-çке: «Хмельная ворга», «Дом Кукол», «Волга-Волга», «Обе|рек», «Анимация»  ушкăн солисчӗ Константин Кулясов тата «Ария» ушкăнăн экс-солисчӗ Артур Беркут, «Nalien», «Хьюго» ушкăнăн лидерӗ Павел Пиковский тата ыттисем. Рок музыкăна юратакансемшӗн ку пысăк ăнăçу. Фестивалӗн тепӗр ырă енӗ, кун пирки спикерсем пурте пӗр саслăн каларӗç, çамрăк музыкантсене пысăк сцена çине тухма шанăç парасси, чаплă артистсемпе пӗрле юрласа-выляса пултарулăхне аталантарма пулăшасси. Фестивале йӗркелекенсем çак задачăна туллинех пурнăçларӗç тесе калас килет. Пултарулăха хакласа вăйлăраххисене палăртассипе çыхăннă мероприятире, паллах, жюри пулмаллах. Фестивалӗн жюри пайташӗсем тӳр кăмăллă, пысăк опытлă, музыкăна çивӗч туйса тӗрӗс хаклакансем пулчӗç: Игорь Сандлер, Константин Кулясов, Павел Пиковский тата Антон Салакаев. Фестивале Артём Рычёв тата Артём Куртымов  ертсе пычӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество