Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Финанс тупăшӗ енчӗкӗре кӗрсех пырать

Эрнелӗх гороскоп 10.10 – 16.10

ТАКА 21.III-20.IV 

Партнерсемпе пӗр-пӗрне çур сăмахран ăнланатăр. Мăшăрăрпа та хутшăнусем лайăх. Ку эрнере сывлăхăр та çирӗп, кил-çурта тирпейлеме те çăмăл. Бассейна е фитнес-клуба çӳреме пуçласан та аван çак вăхăтра. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама меллӗ эрне ку сирӗншӗн. Финанс тупăшӗ енчӗкӗре кӗрсех пырать. Ӗçсӗррисен çак тапхăрта ӗç тупас шанăç пысăк. Юратнă çыннăрпа хутшăнусем савăнтараççӗ, халиччен çемье çавăрман-тăк, ытларикун, юнкун мăшăрлансан та юрать. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Юратма, творчествăра çитӗнӳсем тума меллӗ кунсем. Сирӗншӗн çутă пуласлăх уçăлать тейӗн: юратура туйăмсем чечеке лараççӗ, савнийӗрпе хутшăнни пурнăçăра пуянлатать. Спектакльсене, концертсене çӳрени сире хавхалантарать. 

РАК 22.VI-22.VII

Халиччен килӗштереймен тăванăрсемпе çак эрнере мирлешетӗр. Ытти çынсемпе те хутшăнусем лайăх. Пур çӗрте те аван – килте те, ӗçре те, çул çинче те. Ăс-хакăл пуянлăхне ӳстерес текенсемшӗн те ăнăçлă вăхăт. Халь юхăма май ишмелле. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Вӗренӳ, кил-çуртри тирпейлӗх – акă мӗне  тимлӗх уйăрмалла сирӗн. Юлташăрсенчен, пӗлӗшӗрсенчен илтекен хыпар сире интереслентерӗ. Пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама меллӗ вăхăт. Эрне варринче ан кӗвӗçӗр, юратнă çыннăра кӳлешме сăлтав ан парăр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Çак кунсенче нихăçанхинчен илӗртӳллӗ пулатăр. Таврари çынсемпе питӗ вашават, ырă пулнишӗн сирӗнпе пурте кăмăллă. Интереслӗ çынсемпе паллашасси, карьера пусмипе улăхасси, укçа-тенкӗ енчӗке кӗресси – ку тапхăр пуян савăнтаракан пулăмсемпе. 

ТАРАСА 23.IX-23.X

 Тавракурăма анлăлатма лайăх вăхăт ку эрне. Çулçӳревре çакна тума меллӗрех пулӗ сире – çӗнӗ вырăнсем, çынсем, культура, йăласем. Йогăпа аппаланма пуçласан та лайăх çак кунсенче. Юлашки вăхăтра кăсăклантаракан ыйтусене халь туххăмрах татса паратăр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Хуть мӗнле ӗçе пуçăнсан та çак кунсенче çăмăллăнах пурнăçлатăр. Шăпа сире парнесемпе, кӗтмен ырă пулăмсемпе савăнтарать. Чи тӗлӗнмелли – çакă хăйпе хăйех пулса пырать, «пуç ватса» вăй хума кирлӗ мар. Çак вăхăтрах юлташăрсемпе хаваслă тӗлпулусем тăтăшланаççӗ.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

 Ума лартнă тӗллевсене пурнăçлама пӗтӗм вăйран тăрăшмалла, тимлӗхӗре ан çухатăр. Халиччен вырăнтан та куçман ӗçсем ăнăçлăнах пурнăçланаççӗ. Аçăр-аннӗрпе хутшăнусем лайăхланаççӗ. Çаплах хаваслă мероприятисене хутшăнма ырă вăхăт. Мăшăрăрпа çеç ăнланманлăхсене парăнтараймастăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Çулçӳревпе, вӗренӳпе çыхăннă ыйтусене татса пама меллӗ вăхăт çитнӗ. Ку эрнере хуть мӗнле ӗçре те таврари çынсем пулăшаççӗ. Ӗç шыракансене те çак кунсенче ăнать. Палламан çынсемпе калаçма хушмаççӗ çăлтăрсем. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Юратура, вӗренӳре, творчествăра ăнăçу кӗтет çак кунсенче.  Студентсен пурнăçӗ интереслӗ пулăмсемпе пуян. Çемьеллисемшӗн лайăх вăхăт ку эрне: ачăрта пултарулăх паллисене асăрхаса савăнатăр, юратнă çыннăршăн мӗн-тӗр ыррине тунипе кăмăлăр çӗкленӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.II

Çемьери лару-тăру савăнтарать, мăшăрăрпа хутшăнусем лайăх. Савнă çыннăрта халиччен асăрхаман енсене курса тата ытларах юратма тытăнатăр. Ку тапхăрта хăвăрăн çемйӗре тепрер мăшăрпа танлаштарма май пулӗ. Кун хыççăн çемйӗр аванраххине курса ӗненӗр. Карьера тума ан васкăр, кăшт тăхтани сирӗншӗн усăллă пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев