"Финский" ҫуртсем таврӑнаҫҫӗ пулмалла
Декабрӗн 1-мӗшӗччен Раҫҫейре ҫӗнӗ йышши ипотека программи хута кайӗ
Владимир Путин Раҫҫей Правительствине хушу панӑ: декабрӗн 1-мӗшӗччен уйрӑм ҫурт-йӗр тума е туянма парӑнакан льготӑллӑ ипотека йӗркелеме хушнӑ.
Раҫҫей Банкӗн председателӗ Эльвира Набиуллина пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал банк продукчӗ кирлӗ. Анчах та ҫуртсен проекчӗсем пӗр типлӑ пулсан, банксем ипотекӑна ҫӑмӑлрах парӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен проекта тишкересси ҫине вӑхӑт уйӑрмалла пулмасть.
РФ Вице-премьерӗ Марат Хуснуллин Путина ҫак проект кӑҫал хута каясси пирки доклад тунӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев