Футболпа Раççей чемпионачӗ Хусанта «типӗлле» иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Футболпа Раççей чемпионачӗ Хусанта «типӗлле» иртет

Августăн 5-мӗшӗнче Хусанта алкоголь сутмаççӗ.

Августăн 5-мӗшӗнче Хусанта футболпа Раççей чемпионачӗ иртнипе кунти лавккасенче кунӗпех алкогольлӗ шӗвексем сутма чарнă. Кун çинчен постановление ТР Премьер-министрӗАлексей Песошин алă пуснă. Çапах та чару обществăлла апатлану заведенийӗсене пырса тивмест. Вӗсенче çынсем эрех-сăрапа хальччен мӗнле хăналаннă, çаплах хăналанӗç.

Аса илтеретпӗр, августăн 5-мӗшӗнче Хусанта «Рубин» (Хусан) «Спартакпа» (Мускав) вылять.

 


Спорт

Нет комментариев