Галина Карелова сăмахӗпе, хӗрарăмсем ертсе пыракан пӗчӗк бизнеса вăтам, вăтаммине пысăк шая тухма пулăшмалла
«Женская энергия: во имя добра и благополучия» çакăн пек ятпа ирттерчӗç «KazanForum-2023» экономика форумӗнче хăйсен ӗçлӗ сессине бизнес-ледисем.
Спикерсен шутӗнче РФ Федераллă Пухăвӗн Федераллă Канашӗн Председателӗн çумӗ Галина Карелова, БРИКС çӗршывӗсен Халăхсен хушшинчи форумӗн президенчӗ Пурнима Ананд, Раççей-Араб Ӗç Канашӗн председателӗ, «Женщины бизнеса» Пӗтӗм Раççейри обществăлла организацин президенчӗ Татьяна Гвилова, Раççейӗн Ют çӗршывсен министерствин МГИМО профессорӗ, Цифра экономикин центрӗн тата финанс инновацийӗсен директорӗ, «Платформа для работы с обращениями предпринимателей» АНО генеральнăй директорӗ Элина Сидоренко пулчӗç.
Ӗçлӗ тӗлпулура вӗсем бизнес сферинче ӗçлекен хӗрарăмсене çӗршыв шайӗнче кирлӗ условисемпе, административлă ресурссемпе тивӗçтерме кирлине, çӗршывсен шайӗнче ӗçлекен хӗрарăмсен пӗрлӗхне эффективлăрах ӗçлеттермеллине сӳтсе яврӗç. Галина Карелова сăмахӗпе, хӗрарăмсем ертсе пыракан пӗчӗк бизнеса вăтам шая, вăтаммине пысăкки таран ӳсме пулăшма кирлине каларӗ.
Пурнима Ананд хăш-пӗр çӗршывра хӗрарăмсене бизнес сферинче ирӗклӗ ӗçлеме такăнтаракан административлă чăрмавсем пурри, цивилизациллӗ тӗнчере гендерлăха пăхмасăрах пурне те пӗр пек правасемпе тивӗçтерме кирлине палăртса хăварчӗ.
Сессие хутшăннă бизнес-ледисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене çӗклерӗç, тата пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев