Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Гастрольсене тухасси ӳсет

К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ «Большие гастроли» федераллă программăна хутшăнать


К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ «Большие гастроли» федераллă программăна хутшăнать

2024 çулта «Большие гастроли» проекта тата Пӗтӗм Раççейри гастроль-концерт планне кӗнӗ 273 театр тата 65 творчество коллективӗ хушшинче Чăваш патшалăх академи драма театрӗ те пур. Çуркунне театр Пушкăртстан Республикине гастроле каять. 117 пин чăваш пурăнакан респуликăна чăваш культурипе паллаштарать. 

Ӗпхӳри «Нур» Тутар патшалăх театрӗн сцени çинче виçӗ спектакль кăтартаççӗ шупашкарсем. 

«Нур» театр кăçалах сентябрь уйăхӗнче Шупашкара гастрольсемпе çитӗ. Чăваш Республикин тӗп хулинчи театра юратакансем тутар наци классикине тата тутарсен хальхи вăхăтри драматургӗсен ӗçӗсемпе паллашӗç. 

«Большие гастроли» проекта пула театрсем гастроле спектакльсен тумӗсемпе декорацисене те илме пултараççӗ. 

Гастрольсене «РОСКОНЦЕРТ» ФГБУК йӗркелет. 

Сăнӳкрчӗк И. Кузьминан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр