Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Гекдениз Карадениза «Рубин-2» командăн тӗп тренерӗ пулма сӗннӗ

«Казанские ведомости» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, «Рубин» футбол клубӗн ертӳçисем иккӗмӗш лигăра выляма хатӗрленекен «Рубин-2» фарм-клубăн тӗп тренерӗн кандидатурине палăртнă

Çак вырăна ертӳçӗсем «Рубинра» çурма-хӳтӗлевçӗ пулса 10 çул вылянă Гекдениз Карадениза йышăнма сӗннӗ. Вăл мартăн 11-мӗшӗнче Тутарстан Раисӗпе Русатм Миннихановпа тӗлпулнă, «Рубин» - «Волга» матча курнă. Футбол ветеранӗ халӗ те Хусанта-ха.

«Рубин-2» командăн никӗсӗнче ытларах «Рубин» академийӗнчен вӗренсе тухнă футболистсем. Халӗ вӗсем Тутарстан чемпионачӗпе Кубокӗнче «Нэфис» командăшăн выляççӗ. Çывăх вăхăтра «Нэфис» хăйсен выляканӗсен хушшинче матч ирттерме хатӗрленет. Ăна курма Гекдениза та чӗннӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев