Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Геннадий Садовникова «Сувар» çӗнӗ юрăсем çырма пулăшать

Хаçатпа тӗп редакторта Константин Малышев ӗçленӗ вăхăтра уйрăмах тачă çыхăну тытма пуçларăм. Хамăн шӳтсемпе юрăсем хаçатра пичетленме пуçлани питӗ хавхалантарчӗ мана. Пыра киле калавсем те («Ентешсем», «Хӗл Мучи», «Чăвашларан – вырăсла» тата ытти те) тухма пуçларӗç «Суварта».

«Суварăн» малтанхи номерӗпе эпӗ 1993 çулхи çурла уйăхӗнчех, вăл кун çути курсанах, паллашрăм. Лениногорск хулинчи Культура керменӗнче ӗçлекенскер, атте-анне сывă чухне тăван яла – Аксу районӗнчи Çӗньяла – отпуска кайнăччӗ ун чух.

Атте, Николай Николаевич Садовников, вăрçă ветеранӗ, анне, Марина Удиряковна, ӗç ветеранӗ пулнипе-ши – «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш номерне почтальонка пирӗн килех кӳрсе пачӗ. Хусанта чăвашла хаçат тухма пуçлани питӗ савăнтарчӗ. Лениногорска таврăнсан эпӗ те вӗр çӗнӗ хаçата çӗнӗ çултан илсе тăма тӳрех çырăнтăм. 

Малтанхи редакторсем – Владимир Данилов, Николай Сорокин, Александр Иванов – нумай тăрăшрӗç хаçата ура çине тăратас тесе. Халӗ вӗсем пӗри те пирӗн хушăра çук ӗнтӗ, чунӗсем çӳлти патшалăхра пулччăр. 

Хаçатпа тӗп редакторта Константин Малышев ӗçленӗ вăхăтра уйрăмах тачă çыхăну тытма пуçларăм. Хамăн шӳтсемпе юрăсем хаçатра пичетленме пуçлани питӗ хавхалантарчӗ мана. Пыра киле калавсем те («Ентешсем», «Хӗл Мучи», «Чăвашларан – вырăсла» тата ытти те) тухма пуçларӗç «Суварта». 

Пӗррехинче хаçатра Теччӗ районӗнче пурăнакан вăрçă ветеранӗн Василий Лашмановăн «Чăваш сăри» сăвви пичетленчӗ. «Эпӗ нихăçан та сăвăсем çырман, лартăм та çырса пăхас терӗм. Кам та пулин çак сăвăсемпе юрă та кӗвӗлеме пултарсан питӗ савăннă пулăттăмччӗ», – тесе çырнă хисеплӗ ватă хăйӗн çырăвӗнче. 

Вăрçă ветеранӗн сăвви мана питӗ килӗшрӗ. Тытрăм та юрра хыврăм. Тепӗр эрнерех нотăсемпе çырнăскере «Сувар» редакцине ярса патăм. Алли çăмăл пулчӗ-тӗр Василий пиччен! Икӗ-виçӗ çул иртсен Нурлатра илтрӗм хам кӗвӗленӗ юрра юрланине. Паха фонограмма туса Çырчаллинчи «Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗ шăрантарчӗ ăна Уявра, çитменнине тата Шупашкар артисчӗсемпе пӗрлех! «Эпир сан юрруна Мускавра та, Шупашкарта та, Хусанта та, Самарăра та юрларăмăр. «Сувар» хаçатра куртăмăр та вӗрентӗмӗр», – терӗç ансамбль ертӳçипе Елена Кондюковăпа Виталий Маторкин концертмейстер. Тавах Еленăпа Виталие манăн юрра пурнăç панăшăн!

Нурлат районӗнче пурăннă Хӗветӗр Савгачевăн «Пăтăрмах» шӳтлӗ сăввине те юрра хыврăм. Вăл та «Суварта» пичетленчӗ. Питӗ ăнăçлă юрă пулса тухрӗ вăл, ман шутпа. Хӗветӗр пичче вăрçă ветеранӗччӗ. Хăй сывă чухне Нурлатри Уявра çак юрра хăйнех юрласа патăм. Вӗсем ун чухне праçнике мăшăрӗпе пынăччӗ. 

Аксу районӗнчи Меречен ялӗнче ӗмӗрне ӗмӗрленӗ тепӗр вăрçă ветеранӗпе Петр Гаврилов-Мереченпе те пӗрле нумай юрă çыртăмăр. Çавсенчен нумайăшӗ «Сувар» хаçатра, «Шурăмпуç» журналта пичетленчӗç. Сăмах май, эпир, Лениногорскри «Шурă хурăн» ансамбль, кăçал Сиктӗрмере иртнӗ республика Уявӗнче эпӗ Петр Гаврилов-Мереченӗн «Чăваш уявӗ» сăввипе кӗвӗленӗ юрра сцена çинче юрларăмăр. 

«Суварăн» тӗп редакторне Ирина Федоровнăна, редакцире ырми-канми тăрăшакан ытти ӗçченсене хаçатăн çывхарса килекен 30 çулхи юбилейӗпе чун-чӗререн саламлатăп. Çирӗп сывлăх, телей, творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума сунатăп пурне те!

Геннадий САДОВНИКОВ,

ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

Лениногорск.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Газета «Сувар»