Геройсене манмалла мар
Паян «Казанская ярмарка» курав центрӗнче «Раҫҫей – Манӑн истори» Истори паркӗнче «Знание.Герои» экспозици ӗҫлеме пуҫларӗ
. Мультимеди проектне Ятарлă çар операцине хутшăннă паттăрсене халалласа йӗркеленӗ. Курава пынисем 33 геройăн биографийӗпе , паттăрла ӗçӗпе паллашаççӗ.Тутарстан Республикин вӗрентӳпе наука министрӗн ҫумӗ А. А. Асадуллина, ТР Раис Департаменчӗн гражданла обществăн институчӗсемпе ҫыхӑну тытакан Управленийӗн пуҫлӑхӗн шалти политика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Р. М. Ахметзянов, Хусанти туризма аталантаракан комитет директорӗ А. А. Шавлиашвили; Раҫҫейри Знагние» обществӑн Тутарстанри уйрӑмӗн директорӗ А. А. Зиновьев, СВО ветеранӗ, лейтенант, аварипе ҫӑлав йӗркеленӗвӗн командирӗ К. Н. Дмитриев, Хусан тата Тутарстан Епархи канашӗн секретарӗ В.М. Самойленко протоиерей, РФ наци гвардийӗн ҫарӗсен Федераллӑ службин ҫарпа политика ӗҫӗн Тутарстанри Управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Р. Р.Набиуллин, ТР Ҫар комиссариачӗн ветеранӗсемпе ҫарпа патриотизм ӗҫне илсе пыракан уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ В. Н. Любченко, Хусанти Аслă танк команднăй училищӗн ҫарпа политика ӗҫӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В. И. Епифанцев тата Тутарстанри «Раҫҫей – Манӑн истори» Истори паркӗн директорӗ Т. Н. Ильина курава уҫнӑ ҫӗре хутшăнчӗç.
«Знание.Герои» курав Раҫҫей Геройӗсен паттӑрлӑхне, Тӑван ҫӗршыва чун-чӗререн парӑннине кӑтартса паракан анлӑ мультимедиа экспозици йӗ пулса тăрать. Курава Раҫҫейри «Знание» общество «Россия – Моя история» проектпа пӗрле йӗркеленӗ. Республикăшăн ку курав уйрăмах хаклă, мӗншӗн тесен Геройсен хушшинче пирӗн ентешсем те пур: Дамир Рашиович Гилемханов, Дамир Назирович Исламов тата Иван Сергеевич Жарский. Кураври тата икӗ сăнар – раççей Геройӗсем Андрей Сереевич Митяшинпа Артур Валерьевич Орлов кунçулӗсем те пирӗн шӗкӗр хулапа çыхăннă. Вӗсем Хусанти танк училищинчен вӗренсе тухнă офицерсем.
Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пулать.
Курав февралӗн 19-мӗшӗнчен мартăн 21-мӗшӗччен ӗçлет. Тӳлевсӗрех кӗртеççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев