Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Гонкӑра Тутарстан Президенчӗ ҫӗнтернӗ

Гонкӑччен пӗр кун маларах Тольяттире масӑллӑ спорта тата ачасен спортне аталантарассине халалланӑ Атӑлҫи округӗн канашлӑвӗ иртнӗ

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Тольяттире федерацин Атӑлҫи округӗн кубокӗшӗн иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Унта вӑл Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа тӗлпулнӑ. Тӗлпулнӑ саманта  хӑйӗн Instagram страницинче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ вырнаҫтарнӑ. "Кӳршӗсем. Юлташсем. Ҫапла пултӑр!" – тесе ҫырнӑ Радий Хабиров.
Ӑмӑртура Атӑлҫи округри регионсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ, вӗсем LADA Vesta Sport автомобильсене "Автовазӑн" полигонӗнчи пӑр трасса ҫинче тӗрӗсленӗ.
2,5 километрлӑ ункӑллӑ трассӑра икшер машина ӑмӑртаҫҫӗ, кашнийӗ хӑйӗн пӑрлӑ ҫулӗпе тапранать. Машинасене юрлӑ бруствер кӑна уйӑрать.
Гонкӑччен пӗр кун маларах Тольяттире масӑллӑ спорта тата ачасен спортне аталантарассине халалланӑ Атӑлҫи округӗн канашлӑвӗ иртнӗ.
Канашлу умӗн РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗн полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров тата регионсен ертӳҫисем АвтоВАЗӑн тӗп конвеерӗнче ятарлӑ автомобильсен серийӗпе паллашнӑ, завод трекӗнче ҫӗнӗ Lada машинасене тӗрӗсленӗ.
Гонкӑра Рустам Минниханов ҫӗнтернӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев