Ячӗсем ӗмӗр асра юлӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Ячӗсем ӗмӗр асра юлӗç

Чăваш Майнинчи Михаилпа Андрей Инокентьевсем СВОна ачисем вăрçă ан курччăр тесе кайнă

Ятарлă çар операцине 2023 çулта хăйсен ирӗкӗпе кайнă ывăлӗсем Михаилпа Андрей вăрçă пӗтсен таврăнсан мӗнпур ачине, ялти сывă юлнă ытти салтаксене пурне те хăйсем патне пухса Çӗнтерӗве паллă тумашкăн ӗмӗтленнӗ Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче пурăнакан нумай ачаллă Инокентьевсем. Шел, ывăлӗсене сывă юлма пӳрмен... Иккӗшӗ те пӗр кунта, 2025 çулхи февралӗн 12-мӗшӗнче, Михаил – Покровск, Андрей Красный Лиман направленийӗнче çар заданине кайсан паттăррăн пуç хунă. Андрей Николаевич ефрейторăн Паттăрлăх орденне кăçал май уйăхӗн 8-мӗшӗнче Хусанта М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗнче иртнӗ Çӗнтерӳ кунне халалланă мероприятире ТР Раисӗ Рустам Минниханов мăшăрне Антонина Геннадьевнăна тата ывăлӗсене Антонпа Тимофея пачӗ.

 

Хуйхи çав тери пысăк пулсан та ачисем çинчен каласа пама хал çитерчӗ салтак амăшӗ Елизавета Николаевна. Николай Пет­ровичпа вӗсем пилӗк ывăлпа пӗр хӗр çуратса ӳстернӗ. 

 

Кашни ачашăн савăннă

– Хунямапа Прасковья Гавриловнăпа пит килӗштерсе пурăннă эпир, анне вырăнӗнчехчӗ. Мана: «Кин, ача пăрахса çылăх ан ил. Çемье пурри савăнăç вăл. Манăн хамăн пӗр хӗрпе ывăл кăна пулнă. Çынсем пахчана тухаççӗ те – ӗçлеççӗ те кӗреççӗ, эп ялан пахчара чакаланап», – тетчӗ. «Намăс вӗт-ха, ани»,– тесен: «Мачча çинче çывăрма намăс ăна, утиял ӳкет, витӗнме çук»,– хуравлатчӗ хирӗç. Эп больницăран килнӗ çӗре урайне çунă, яшкине пӗçернӗ, мунчине хутнă, кӳршӗ-арша чӗннӗ хăй. «Кашнин ятне эпӗ яшка пӗçернӗ, çăкăр пуçланă», – теме юрататчӗ, тӗрӗс пулнă ку, – çуралнă кашни ачашăн çемйи­пех савăннине каласа парать Елизавета Николаевна. Пурне те мӗн пӗчӗкрен ӗçе хăнăхтарса ӳстернӗрен Инокентьевсем тума пӗлмен ӗç çуккине аван пӗлет тавра ял. Андрей çапнă брусчатка плиткисем акă асфальт çине вăйпа пăрахсан та ванманнине час-часах аса илеççӗ чăвашмайнисем. Ялти чиркӗве тума та нумай пулăшнă. 

 

Пирӗн каймалла

Тӗрӗссипе, Андрей те, Михаил та СВОна каймасса та пултарнă. Мишăн салтакран хавшаса килнипе справки пулнă, Андрее хăй çав тери каясшăн çунсан та, лап ураллипе вăхăтӗнче салтака илмен. «Сӗтел хушшине ларсан ялан: «Эпир каймасăр вăрçă чарăнмасть ӗнтӗ», – текелетчӗç», – ывăлӗсен ăнсăртран персе янă сăмахӗсем кăна пулманнине аса илчӗ Елизавета Николаевна.

Оборона министерствипе контракта çемьере чăн малтан Андрей (1978 çулхи) алă пусать. «Ывăлсен салтака кайма вăхăт çитет, мӗн каласа пехиллес, мӗнле ярас ман вӗсене, хам та унта пулса курман пулсан?» – ăнлантарнă вăл мăшăрне Антонинăна мӗншӗн СВОна кайма шутланине. Çырчаллинче пурăнсан та Алексеевски районӗн çар комиссариачӗ урлă каяс тенӗ вăл. «Çырчаллине таврăнса тăмастăп, унтанах каятăп. Ăсатма ан пыр. Сан куççульне курсан мана йывăр пулать», – йăлăннă мăшăрне вăл. 2008 çултанпа пӗрле килӗштерсе пурăннă арăмӗ, паллах, Андрее итлемен. Яла мар-тăк, Хусантан çар чаçне каякан автобуса ăсатма çитнех. «Мана курсан çав тери тӗлӗнчӗ хăй. «Сывпуллашмасăр мӗнле ярас-ха ман сана»,– тетӗп кăна», – уйрăлу самантне аса илчӗ Андрейӗн мăшăрӗ Антонина. Çапла юратнă мăшăрне вăл 2023 çулхи май уйăхӗн вӗçӗнче ятарлă çар операцине ăсатнă. 

Андрей 25-мӗш çарăн мотострелоксен 37-мӗш батальонне лекет. Ефрейтор связистра, каярах материаллă тивӗçтерӳ (РМО) ротинче беспилотниксем патне боеприпассем кӳрсе тăрса çар задачисене тивӗçлӗн пурнăçлать. 

Андрее ăсатсан вăхăт нумай та иртмест, Инокентьевсен алăкне пӗрремӗш пысăк хуйхă килсе шаккать. Онкологипе чирленӗ аслă ывăлӗ Геннадий (1970 çулхи) 2023 çулхи июль уйăхӗнче вилсе каять. Андрей Николаевич ăна юлашки çула ăсатма ӗлкӗрет. 

Çав çулах кӗркунне ятарлă çар операцине тепӗр ывăлӗ Михаил Николаевич (1973 çулхи) хăй ирӗкӗпе кайма контракта алă пусать. СВОна вăл хăй çуралнă кун, 2023 çулхи ноябрӗн 24-мӗшӗнче, тухса каять. «Андрей кайрӗ, эп салтакра службăна вӗçлеймерӗм. Атте-анне, ачасем тăнăç çывăрччăр, вăрçă ан курччăр. Асатте кайнă, кукаçи вăрçăра пулнă, пирӗн те каймалла»,– тет вăл амăшне кӗскен кун пирки.

 

Юлашки тӗлпулу 

Михаил та Андрей пекех Орен­бург облаçӗнчи Тоцкинчи çар чаçне лекет. Чăн та, ятарлă çар операцийӗнче вӗсем тӗрлӗ направленире çар задачисене пурнăçланăран фронтра пӗр-пӗринпе телефонпа кăна çыхăну тытаççӗ. Тӗлпулу та пулать, 2024 çулта ялта. Андрей отпуска таврăннă вăхăтра Авдеевка патӗнче хытă аманнă Михаил реабилитаци иртнӗ вăхăт пулать ку.

– Юлашкинчен килсен Вадим ятлă ывăлăмăра масар çине илсе кайнă та хăйсем вилес-тăвас пулсан ăçта пытармаллине кăтартса хăварнă. Арçынла калаçнă ӗнтӗ вӗсем, пире нимӗн те каламан. «Иккӗ килтӗмӗр, виççӗмӗшне Ростов урлă...тупайсан. Килесси курăнмасть. Малтан ун пек марччӗ, халӗ урăхла, элле пӗтет, элле пуçланса кăна-ха пырать вăрçи», – тенӗ тет вӗсем ун чух», – хаш сывларӗ Елизавета Николаевна.

Шел, сăмахӗсем тӳрре килнӗ. Андрейпе Михаила иккӗшне те вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе наградăланă.

 

Пӗр кунра 

«Январь уйăхӗн вӗçӗнче 12 куна задание кайнă Миша çыхăнăва тухманнишӗн çав тери пăшăрханатчӗ Андрей. Унтан хăйне задание ярассине, унта мӗнле те пулсан 7 кун тытăнса тăмаллине каларӗ. Улттăмӗш кунӗнче, февралӗн 12-мӗшӗнче, ирхине те çырса янăччӗ-ха мана. Шел, çав кун вӗсене Торский выступ патӗнче ВСУ асăрхаса дронсемпе пенӗ... » – каласа парать Антонина Геннадьевна. Андрее тепӗр икӗ уйăхран, апрелӗн 28-мӗшӗнче, илсе килсе тăван Чăваш Майни ялӗн масарне чыслăн пытарнă.

«Пире 12 куна задание яраç­çӗ, сывă юлайсан февралӗн 12-­мӗ­шӗнче çыхăнăва тухăп», – тенӗ вăл Юра ывăлăма телефон­па», – Мишăпа юлашки калаçу мӗн­ле пулнине каласа парать амă­шӗ Елизавета Николаевна.

Шел, Миша та заданирен таврăнаймасть. Февралӗн 12-мӗшӗнче пуç хуни çинчен хучӗ килнӗ пулсан та ӳтне паянхи кунччен те тупайман унăнне. Çавăнпа Инокентьевсем вăл ырă-сывах таврăнас шанăçа çухатмаççӗ. «Андрее, мӗнне илсе килчӗç пуль ӗнтӗ унта, пытартăмăр, чун лăпланчӗ темелле. Миша ялан тӗлӗке кӗрет. «Ма мана ялан вилнӗ тесе калатăр, ак тытса пăхăр», – тесе кăкăрне шаккать. Эпир ăна паянхи кунччен таврăнасса кӗтетпӗр», – сасси чӗтренчӗ салтак амăшӗн.

Андрее пытарнă хыççăн тепӗр икӗ эрнерен, май уйăхӗн 9-мӗшӗнче, ахаль те вутла çунакан Инокентьевсен тепӗр пысăк хуйхă пулать. Ялта пурăнакан, ашшӗ-амăшӗн шанăçӗпе тӗревӗ Вадим çухатăва тӳсеймесӗр сасартăк пурнăçран уйрăлать. «Хуйха тӳсеймерӗ Вадим... Ача чух каçхине урайне вырăн саратчӗç те выля-вылях çывăрса каятчӗç, çав тери туслă ӳсрӗç ывăлăмсем. Андрей вилсен клип та тунăччӗ Вадим, çавна пăхатчӗ. Май уйă­хӗн 8-мӗшӗнче пахчана сухаласа пачӗ, 9-мӗшӗнче улма акмаллаччӗ, плансем пысăкчӗ пирӗн. Ирхине кӗтӳ хăваласан пирӗн пата кӗрсе пурне те чуптуса тухрӗ: «Анне, Андрей тӗлӗкре ялан пулăшу ыйтать, мӗнпе пулăшам-ши? «Ах тур пуçа йăтаймастăп, мăйра мӗн пур-ши?» – тет. Анне кӗлӗсенче çыннăн хӗресе хăйӗн йăтмалла теççӗ. Унăн хӗресӗ çумне жгутпа виçӗ ялав çыхса хунă, хӗресне йăтаймасть пуль вăл пирӗн. Тӗлӗке веç каламастăп, улма акнă чухне калăп», – тесе макăрсах тухса кайрӗ... Пилӗк ывăлтан пӗртен-пӗри кăна юлчӗ халь пирӗн. Аллисем ылтăнччӗ, пӗтӗм ӗçе пултаратчӗç. Вăрçă пӗтсен пысăк праçник тăватпăр. Çуллана лексен кил картишне сӗтел лартса кам сывă пурне те чӗнетӗп теттӗм – пулмарӗ»,– куççулӗ юхнипе аран калаçрӗ Елизавета Николаевна.

 

Малашлăх – мăнуксенче

Хӗрӗ Елена та пур-ха Инокентьевсен. Ялта, пӗр касăрах пурăнать. Çырчаллинче тӗпленнӗ Юра та, кинӗсемпе мăнукӗсем те килсех çӳреççӗ. Яланхи пекех мӗнпур пысăк ӗçе пӗрле тăваççӗ Инокентьевсем, анчах калама çук пысăк çухату пурпӗр кăкăр тулли сывлама памасть.

12 мăнукран пӗри хăр тăлăх, тепӗр 6-шӗ ашшӗсӗр юлни чӗрене ыраттарать Елизавета Николаевнăпа Николай Петровича.

«Ашшӗ пирӗн çурта çутать те аллипе янахӗ çине таянать, нимӗн те чӗнмест. Ӗçпе йăпанатпăр халӗ. Икӗ пахча акатпăр, пăрусем, 50 хур, 60 кăвакал, 20-30 чăх пирӗн. Урама тухса ларатпăр, пит килӗштерсе пурăнатпăр касăсемпе, хуйхи-суйхине те пӗрле калаçатпăр», – хуйха ӗçпе пусарнине пӗлтерчӗ ӗмӗрне хуçалăхра свинаркăра, дояркăра ӗçлесе ирттернӗ Елизавета Николаевна.

Малашлăха ывăлӗпе хӗрӗнче, мăнукӗсенче кураççӗ халӗ Чă­ваш Майнинче пурăнакан Инокентьевсем тата... вăрçă пӗтессе куç пек кӗтеççӗ: «Мӗнпур салтак сывă таврăнтăр, пурте вӗсем пирӗн ачасем, пире хӳтӗлеççӗ», – вӗçлерӗ калаçăва чăн-чăн салтак амăшӗ Елизавета Николаевна. 

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Инокентьевсен çемье архивӗнчи тата rais.tatarstan.ru сайтри сăнӳкерчӗксем.


Нет комментариев