Ялтан тухмасăрах сывлăха тӗрӗслеме пулать
Кăçал мобильлӗ поликлиникăсем Тутарстанăн 24 районӗнчи халăх пурăнакан 85 вырăна çитнӗ. Унта 19 пин ытла çын тӗрӗслев, вӗсенчен 8 пинӗ диспансеризацин иккӗмӗш тапхăрне иртнӗ. Кун çинчен ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин пӗлтернӗ.
Мобильлӗ бригадăсен йышне тӗрлӗ профильлӗ специалистсем кӗреççӗ: акушерсем-гинекологсем, неврологсем, офтальмологсем, кардиологсем, хирургсем, урологсем, онкологсем тата ыттисем. Кашни комплекса лабораторипе тивӗçтерни – тӗпчевсене вырăнта ирттерме май туса парать.
Мобильлӗ поликлиникăсем Муслюм районӗнчи Мелля, Агрыз районӗнчи Исенбаево, Спас районӗнчи Измери, Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăра тата Нурлат районӗнчи Мамăк ялӗсенче ӗçлеççӗ.
ТР Сывлăх Министерствин пресс-службин информацийӗ тăрăх, çулталăк пуçламăшӗнчен пуçласа республикăри промышленность предприятийӗсемпе организацисен 98 пин ытла ӗçченӗ диспансеризаци иртнӗ. Вӗсенчен 7 пин яхăн çынна диспансеризацин иккӗмӗш тапхăрне иртме янă, вӗсенчен 4 пинӗ тарăн тӗпчев иртнӗ.
Мобильлӗ поликлиникăсем – «Вăрăм тата активлă пурнăç» наци проекчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Проектăн тӗп тӗллевӗ – республикăн инçетри ялсенче пурăнакансене пирвайхи медицина пулăшăвӗ парасси тата çынсен сывлăхне тӗрӗслесси.
ТР Сывлăх Министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев