Ятарлӑ çар операцийӗнчен таврӑннисене социализаци иртме  тӗрев памалла
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлӑ çар операцийӗнчен таврӑннисене социализаци иртме тӗрев памалла

СВО-на хутшӑнакансене çӗнӗ ӗç вырӑнӗ тупма пулӑшмалли пирки ӗçлӗ тунтикунра Хусан мэрӗ Ильсур Метшин пӗлтернӗ.

«Пирӗн республика органӗсемпе пӗрле  çыхӑнса ӗçлемелле. Ятарлӑ çар операцийӗнчен таврӑнакансене мирлӗ пурнӑçа хӑнӑхма пулӑшмалла. Ӗçсӗр пуçне сывлӑхпа çыхӑннӑ ыйтусене хӑвӑрт татса пама та  пулӑшмалла», – палӑртнӑ Ильсур Метшин. 

Хусантан СВО-на пулӑшу кайсах тӑнине те каласа хӑварнӑ хула мэрӗ. Гуманитари тиевне республикăн тӗп хулинчен 15 хут ӑсатнӑ. Ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансене, шефа илнӗ регионсене малалла та пулӑшса тӑрӗ Хусан тата республика.

Сăнӳкерчӗк kzn.ru сайтран.

 

 

 


СВО Гуманитарная помощь

Нет комментариев