Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене паракан тӗреве Тутарстанра сарма йышăннă

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата çапăçусенче пуçӗсене хунă çынсен ачисене тӗрев парас çӗнӗ меслете пурнăçа кӗртеççӗ

Çакнашкал çемьесенчи мӗн пур çул çитмен ача республикăн культура учрежденийӗсенчи мероприятисене тӳлевсӗр курма пултараççӗ. Вӗсенпе пӗрле амăшӗсене те тӳлевсӗр кӗртӗç. 
ТР Министрсен Кабинечӗн çакăн çинчен калакан йышăнăвне ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пусса çирӗплетнӗ. Документа республикăри право информацийӗн официаллă порталӗнче пичетленӗ.  
Постановленире палăртнă тăрăх, ятарлă çар операцине хутшăнаканăн 18 çул тултарман ачи мероприяти курма амăшӗпе е законлă представителӗпе пӗрле республикăри патшалăх культура учрежденийӗсене, çавăн пекех муниципаллă культура учрежденийӗсене кайма пултарать. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев