Игнатий владыка Аксура чăвашла та проповедь ирттернӗ
Феодосий Хаяр Иван вăхăтӗнче Тотьма юханшывӗ çумӗнчи мăнастырь никӗслекенӗ тата унăн настоятелӗ пулса тăрать. Унта тăвар вӗретнӗ пулнă. Вилнӗ хыççăн ун тупăкӗ умӗнче тӗлӗнмелле япаласем пулса иртме тытăнаççӗ. Настоятеле мăнастырь çӗрӗ çинчех пытараççӗ. 1796 çулта Вознесенски чиркӗвне çӗнӗрен тунă вăхăтра Феодосийӗн вил тăпри чавăнать. Ун ӳчӗ çӗрменнине асăрханă хыççăн ăна пахаласа мăнастырьте вырнаçтараççӗ.
Февралӗн 10-мӗшӗнче – Феодосий Тотемские асăнмалли кун – Чистайпа Анат Кама епископӗ Игнатий Аксури Феодосий Тотемский преподобнăй храмӗнче служба ирттернӗ. Çак тӗлпулăва Аксупа Нурлат, Чистай, Элкелпе Спасски, Çарăмсан, Çӗнӗ Шуçăм районсен благочиннăйӗсем пухăннă.
Литургия вӗçленсен архиерей ӗненекенсемпе вырăсла тата чăваш чӗлхипе проповедь ирттернӗ. «Турра пур япалашăн та тав тума вӗренни пӗлтерӗшлӗ. Енчен те этем хăйӗн пурнăçӗнче пулса иртнӗ хурлăхсемшӗн те Турра тав тума хăнăхсан, Çӳльти Аттемӗр ăна хирӗçле тав тума тытăнать, пулăшу аллине тăсать», – тесе каланă Игнатий епископ. Вăл пухăннисене часах Аслă типӗ пуçланасси çинчен аса илтернӗ.
Храм настоятелӗ, Аксу тата Нурлат районӗсен благочиннăйӗ Александр Качеев архипастырь Игнатий владыкăна тав тунă. Çавăн пекех вăл Аксу çӗрӗнче Феодосий Тотемские асăнма Владимир Михайлович Кузнецов (халӗ ӗнтӗ çак çын пирӗн хушăра çук) пуçарнипе тытăннине аса илтернӗ. Аксусем ак ӗнтӗ 15-мӗш çул ăна палăртаççӗ.
Район пуçлăхӗ ятӗнчен пухăннисене Аксу районӗн Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Сергей Александров салам сăмахӗ çитернӗ.
Чистай епархийӗн информаци уйрăмӗн сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев