Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă Чӳклеме августăн 19-мӗшӗнче пулать

Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Володар Аркадьевич Тимофеев пӗлтернӗ тăрăх, Чӳклеме августăн 19-мӗшӗнче иртет. Кăннакушкисем унта Тутарстанри районсенчен, Чăваш Республикинчен йышлă делегацисем кӗтеççӗ.

Кăçал чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитрӗ. Çулталăк пуçланнăранпах ентешӗмӗре халалланă мероприятисем иртеççӗ тӗрлӗ çӗрте. Республикăри чăвашсен Уявне те Иван Яковлевича халалланăччӗ кăçал. Кунсăр пуçне районсенчи ЧНКЦсем те Аслă Вӗрентекенӗмӗре халалласа нумай уяв ирттереççӗ.

Иван Яковлевăн тăван ялӗнче – Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче – апрель уйăхӗнче юбилейлă мероприяти иртни пирки «Сувар» вулакансем пӗлеççӗ ӗнтӗ. Теччӗсем ун чухнех каларӗç: ку Иван Яковлевич 175 çул тултарнине халалланă пӗртен-пӗр мероприяти мар-ха вӗсен, çулсерен Кăнна Кушкинче ирттерекен Чӳклемене те кăçал чăваш халăхӗшӗн калама çук нумай ӗçленӗ паллă ентеше халалласшăн.

Ку эрнере вара И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă Чӳклеме Кăнна Кушкинче хăçан иртни паллă пулчӗ. Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Володар Аркадьевич Тимофеев пӗлтернӗ тăрăх, вăл августăн 19-мӗшӗнче иртет. Кăннакушкисем унта Тутарстанри районсенчен, Чăваш Республикинчен йышлă делегацисем кӗтеççӗ. Эппин, Чӳклемере тӗл пуличчен, туссем!

И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 175-летие И.Я.Яковлева