Июлӗн 21, 22, 23-мӗшсенче Хусанти Богородицки мăнастир картишӗнче Ыркăмăллăх ярмаркки иртет
Ӗмӗр каялла, 1911 çулхи апрелӗн 20-мӗшӗнче туберкулез чирӗпе аптракансене пулăшас тӗллевпе Санкт-Петербургра пӗрремӗш хут «Шурă чечексем» акци ирттернӗ. Ăна пуçараканӗ II Николай патша çемйи тата обществăри прогрессивлă çынсем пулнă. Хутран шурă чечек хатӗрлесе е ӳкерсе сутнă укçана чирлисене пулăшнă çӗре янă.
Çулталăкранах, 1912 çулта, çакнашкал акци Хусанта та иртнӗ. Йӗркелӳçӗсем Мускаври «Морис Филипп» фабрикине 230 пин шурă чечек тума заказ панă. Мероприяти пуçлансанах чечексене илсе пӗтернӗ, йӗркелӳçӗсене пулăшакансем çухалса кайман, чечек ăсталама ларнă.
Тепӗр 100 çултан, 2011 çулта Мускаври Марфо-Марьинск мăнастирӗнче фестиваль «чӗрӗлсе» тăнă. Çӗнӗ тапхăрта Хусанта пӗрремӗш хут 2013 çулта Никольски чиркӗвӗнче иртнӗ акци. Çулталăкран Хусан епархийӗн 13 прихучӗ хутшăннă фестивале. Çапла çулран çул йыш ӳссех пынă.
Фестиваль кунӗсем июлӗн 17-мӗшӗнче «От рокко до барокко» ыркăмăллăх концерчӗпе уçăлчӗç. Унта Нина Шестопаловăпа (сӗрме купăс) Андрей Шестопалов (тенор) хутшăнчӗç.
Храмсенче, вырсарни шкулӗсенче вара фестивале самай малтан хатӗрленме пуçланă – шурă чечексем ăсталассипе мастер-классем ирттернӗ вӗренекенсем, чиркӳсене çӳрекен ал ăстисем ытти япала та янтăланă ярмарккăна илсе тухма.
Ярмаркка виçӗ кун пырать –
июлӗн 21, 22, 23-мӗшсенче. Фестивалӗн тӗп кунӗ – июлӗн 21-мӗшӗ, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ. Паллах, чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисене çав куна палăртнă, анчах ытти кунсем те интереслӗ иртеççӗ – лекцисем, концертсем, куравсем ятарласа пынисене çеç мар, ăнсăртран килсе тухнисемшӗн те кăсăк, усăллă пулӗç. «Забота» инвалид ачасен ашшӗ-амăшӗн обществăлла организацийӗн регионти ертӳçи Н.В.Титова «Шурă чечек кунӗсем» акцин I тапхăрне Кăчкă эрнинче ирттернине каласа пачӗ. Унта кăçал 23 прихут хутшăннă. 600 пин тенке яхăн укçа пухнă. Ку сумма пӗлтӗрхинчен самай нумай. 2021 çулта инвалид ачасене пулăшма пуçтарнă укçа. Кăçал ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вӗсен çемйисене тӗрев пама пуçтараççӗ укçа. Пулăшу адреслă пуласси пирки çирӗппӗн пӗлтерчӗ Надежда Владимировна. «Шурă чечек кунӗсем» акцин II тапхăрӗ Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн уяв кунӗсенче иртет.
ТР Наци музейӗ пӗлтӗр те хутшăннă «Шурă чечек кунӗсем» фестивале, кăçал та айккинче юлман. Унччен лаптăкӗпе пысăках мар Е.А.Боратынский ячӗллӗ музейре иртнӗ пулсан, мероприяти халӗ Наци музейӗн тӗп çуртӗнчех, Кремль урамӗнче иртет. Ыркăмăллăхпа асра юлнă хула çыннисем çинчен каласа паракан курав та йӗркеленӗ музей ӗçченӗсем. Большая Красная урамӗнчи 5-мӗш çуртра вырнаçнă Хусан епархийӗн Истори музейӗ фестивале кӗтсе экспозицийӗсене çӗнетнӗ, уявпа тата фестивальпе çыхăннă ытти мероприятисем хатӗрленӗ. Кун çинчен музее пăхса тăракан иероманах Аркадий (Логинов) каласа пачӗ журналистсене.
«Шурă чечек кунӗсем» фестивале Елисаветински-Сергиевски çутӗç обществин фончӗ, Пӗтӗм тӗнчери Вырăс Халăх Соборӗ (ВРНС), ТР Культура министерстви, ТР Наци музейӗ, Тутарстан митрополийӗ, «Милосердие Казань» АНО тата Хусан епархийӗн Истори музейӗ пӗрле килӗштерсе йӗркеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев