Июльте «Тутлă Хусан» фестиваль иртӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Июльте «Тутлă Хусан» фестиваль иртӗ

Тутарстанăн шӗкӗр хулине туристсем Кремльпе музейсене кăна курма килменни тахçанах паллă

Хăнасене хусан тутлă çитерекен ресторан-кафесемпе кӗтсе илет. Тутар апат-çимӗçӗсен ассортименчӗ те пуян, ытти халăхсен кухнисем те тивӗçлӗ шайра кунта. Туристсем гастротурсемпе кăмăллă юлни çак сферăна тата та аталантарма хистет.

Июлӗн 15-16-мӗшӗсенче «Казан» çемье центрӗ çывăхӗнче «Тутлă Хусан» фестиваль иртӗ. Кăçал фестивалӗн тематикине Тутарстанăн тӗп хулинче Пӗтӗм тӗнчери çуллахи Универсиадăна ирттернӗренпе 10 çул çитнине халалллӗç.


Нет комментариев