Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 11 – 23-мӗшӗсенче Хусанта «БРИКС çӗршывӗсен спорт вăййисем»

Çак кунсенче 60 çӗршывăн (10-шӗ БРИКСа кӗни) 5000 ытла спортсменӗ 29 спорт тӗсӗпе вăй виçет. Хусан спорт мероприятине мӗнле хатӗрленнипе ТР спорт министрӗ Владимир Леонов ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.

Çак кунсенче 60 çӗршывăн (10-шӗ БРИКСа кӗни) 5000 ытла спортсменӗ 29 спорт тӗсӗпе вăй виçет. Хусан спорт мероприятине мӗнле хатӗрленнипе ТР спорт министрӗ Владимир Леонов ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.

 Министр сăмахӗсемпе, хатӗрленӳ ӗçӗсем Хусанта графикпа килӗшӳллӗн пыраççӗ. Июнӗн 11 — 23-мӗшӗсенче ăмăртусем пурӗ 29 спорт тӗсӗпе (бокс, кӗрешӳ, çăмăл атлетика, шывра ишесси, гимнастика тата ытти) иртӗç. Чăн та, кунта тӳрлетӳсем пулма пултараççӗ-ха, анчах пысăках мар. Енчен те ку е вăл спорт тӗсӗпе май уйăхӗн 15-мӗшӗ тӗлне командăсем пуçтарăнса çитеймесен çав спорт тӗсне списокран кăларма тивет. Пӗтӗмпе 60 çӗршывран 5000 ытла спортсмен килессе, трибунăсене 100 000 болельщик ларасса кӗтеççӗ. Ăмăртусем Хусанта 18 площадкăра тата Ташă спорчӗн Пӗтӗм Раççей федерацийӗн пуçарăвӗпе брейкингпа тата акробатика рок-н-ролӗпе икӗ ăмăрту Мускавра иртеççӗ.

Пӗтӗмпе 380 (!) ытла медаль вылянтарнисӗр пуçне çӗнтерӳçӗсене укçан преми парассине те каларӗ спикер. Ку вăл спортсменсене, уйрăмах Парижри Олимпиадăна хутшăнтарман сборнăйсене, хавхалантарма кирлӗ. Хальхи вăхăтра спорт федерацийӗ БРИКС вăййисен статусне Европа чемпионачӗннипе танлаштарассипе ӗçленине асăнчӗ В.Леонов.

Асăнса хăвармалла, БРИКС Вăййисем ӗнер-паян кăна пуçланман, БРИКС саммитне йышăнакан кашни çӗршывах ирттернӗ, чăн та 5-6 спорт турнирӗ е фестиваль шайӗнчен тухман. Кăçал пуçласа ăна çапла анлă, тӗнче шайӗнче ирттерме хатӗрленеççӗ. Мӗншӗн Тутарстана суйлани те паллă, Хусанăн юлашки 15 çулта тӗнче шайӗнчи мероприятисем ирттерессипе опычӗ пысăк, вăйлă команди, кирлӗ инфраструктури пур. Калăпăр, делегацисен чылай пайне Универсиада ялӗнче вырнаçтараççӗ. Спорт уявӗ Хусанта иртни пирӗншӗн çав тери аван, мӗншӗн тесен БРИКС Вăййисен еткерлӗхӗ те Универсиадăнни пекех хамăра юлать. Урăхла каласан, инфраструктурăна самана таппипе çӗнетме пулăшать.

БРИКС Вăййисене тӗнче стандарчӗпе çӳллӗ шайра ирттерме хатӗрленеççӗ. Спортсменсен допинг-пробине тӗрӗслемелли лаборатори те пулать. Ăмăртусене вара Матч ТВ телеканал тата мероприятин официаллă сайчӗ кăтартӗ. Ку енӗпе Хусанăн хăйӗн вăйӗ кăна çитменнине кура В.Леонов Мускав пулăшассине каларӗ.

Спорт ăмăртăвӗсене билетсем сутма тытăннине кăмăллăн пӗлтерчӗ спикер. Пӗрремӗш партийӗ сутлăха апрелӗн 23-мӗшӗнче тухнă. Пӗр талăкрах 4 пин билет сутăннă та. Министр кун пекки Универсиада вăхăтӗнче те пулманнине асăнчӗ. Билетсене чи нумай Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула çыннисем туяннă иккен. Раççейри ытти регионсем те хастар. Çавăнпа республика тата кӳршӗллӗ регион çыннисене Хусана мӗнле килмелли, ăçта чарăнмалли пек ыйтусене маларах татса пама сӗнчӗ вăл, мӗншӗн тесен болельщиксем ют çӗршывсенчен, ытларах СНГран, нумайăн килме шантараççӗ иккен. Вӗсем билета туянса хунă та ӗнтӗ. Гимнастика, фехтовани, синхронлă ишессипе, дзюдо, шыва сикессипе, бадминтон, каратэ, пиçиххипе кӗрешӳ, самбо ăмăртăвӗсене билетсене (хакӗ 100-300-шер тенкӗ) халех БРИКС Вăййисен официаллă сайтӗнче туянма пулать.

БРИКС Вăййисен тӗллевӗсенчен пӗри — Раççей уçă, пуян культурăллă спорт çӗршывӗ пулнине кăтартасси. Çавăнпа культура программи те анлă: экскурсисем, уяв мероприятийӗсем… Çӗршывсен шучӗ пысăккине кура делегатсемпе спортсменсем валли Европа, Азипе наци кухнисен «Халяль» стандарчӗллӗ апат-çимӗç хатӗрлеççӗ.

БРИКС вăййисен символӗ хальхинче — Бриксик леопард. Ку чӗрчуна Тутарстан символне — Барса — çывăх тата спортсмена кирлӗ енӗсем: вăй, хăвăртлăхпа çавăрăнăçуллăх пурришӗн суйланă. Сăмах май, Бриксик 10-мӗш Хусан марафонӗнче хутшăннă.

БРИКС Вăййисене Раççей кунӗнче, июнӗн 12-мӗшӗнче, «Хусан Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче уçаççӗ. Церемони ытларах спортсменсем валли кăна пулнипе унта кашнинех кӗртмеççӗ, çавăнпа билетсем сутмаççӗ. Ăмăртусем пынă кунсенче эпир Раççейӗн, регионăн чи паллă спортсменӗсене те курăпăр.

 Ăмăртусем пынă хушăрах, июнӗн 22-23-мӗшӗсенче, БРИКС çӗршывӗсен спорт министрӗсен йăлари тӗлпулăвӗ те иртет. Тӗпрен илсен, унта БРИКС Вăййисен проектне малалла аталантарасси пирки калаçӗç. Кун пек пысăк спорт мероприятисен шăпине 5-6 çул маларах татса панине кура черетлӗ БРИКС Вăййисене тата ирттермешкӗн Хусан халех хăй кандидатурине тăратма хатӗрленет.

 БРИКС Вăййисене хупас церемони хальхинче пулмасть, ун вырăнне хăнасене пурне те Сабантуй уявӗнче кӗтеççӗ. ( Сăнӳкерчӗк авторăн тата minsport.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество