Икӗ эрне хушшинче автоинспекторсем  517 водителе чарнă
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ эрне хушшинче автоинспекторсем 517 водителе чарнă

Январӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен Тутарстанра «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ иртрӗ. Автоинспекторсем республикăра хирӗç çул çине тухнипе çыхăннă правилăна пăснă 517 водителе чарнă.

Асӑннӑ акцие аварисен шутне чакарас тата чи хӑрушӑ маневрсенчен пӗрне – хирӗç çул çине юраман вырăнта тухнине чарас тӗллевпе ирттереççӗ. Çул-йӗр инкекӗсенчен нумайăшӗ водительсем хирӗç çул çине сиксе тухнипе пулаççӗ.

Аса илтеретпӗр, çулпа пыракан машинăран иртсе каяс правилăна пăснăшăн 7500 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ е 4-6 уйăха водитель прависӗр хăвараççӗ. Тепӗр хут пăссан 1 çула правасăр тăрса юлма пулать.

Рейд пӗтӗмлетӗвӗ ялан профилактика ӗҫӗ кирлине ҫирӗплетет. Патшалӑх автоинспекцийӗ çул-йӗр правилисене пӑхӑннине тӗрӗслес ӗҫе малалла та тӑсӗ.

 


Госавтоинспекция нарушение пдд

Нет комментариев