Вулакансем пирӗн редакцие парнесем илме килеççӗ
«Сувар» хаçата çырăнакансен хушшинче иртнӗ лотерейăра çӗнтерекенсем хăйсен парнисене илме редакцине килеççӗ. Чи малтан Хусанта пурăнакансем, паллах. Ку эрне пуçламăшӗнче чи чаплă парнене – мультваркăна выляса илнӗ Владимир Секанкинпа тӗлпултăмăр. Вăл «Сувара» Туслăх Çуртӗнче иртекен мероприятисенчен пӗринче çырăннăччӗ. Парнепе питӗ кăмăллă юлчӗ ветеран.
«Икӗ кило какай укçине ан шеллӗр», – тет вăл хаçат çырăнасси пирки иккӗленсе тăракансене.
Паян Евгений Бикулов та пулчӗ хăнара. Хаçата çырăннисӗр пуçне парне те илни, паллах, савăнтарать пенсири çынсене. Редакцире ӗçлекенсемпе паллашма та кăмăллă.
Нет комментариев