Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

И.КАЗАНКОВА ЧĂВАШ ЕН ЧЫСЛАНĂ

Савăнăçлă хыпар çитрӗ. Пирӗн хисеплӗ ентеше, мецената, Элкел районӗнчи Сиктӗрмере çуралса ӳснӗ, «Звениговский» ял хуçалăх производствин кооперативне 44 çул ертсе пыракан Иван Иванович Казанкова «Чăваш Республики умӗнче тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден медалӗпе чысланă. Кун çинчен Указа Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев августăн 25-мӗшӗнче алă пуснине хыпарлать Чăваш Ен Правительствин сайчӗ.

Ентешӗмӗре ку наградăна ахаль паман. Темиçе регионта ял хуçалăх производствине йӗркелесе халăха ӗç вырăнӗсемпе тивӗçтерет вăл. Иван Иванович пулман пулсан тăван Сиктӗрме ялӗ те паянхи пек чечекленмен пулӗччӗ.

Чăваш Енре те курăмлă ӗçӗсем нумай. 2021 çулта Çӗнӗ Шупашкарта «Звениговский» тулли мар яваплăхлă обществăн строительствине пуçланă. Вăл аш-какай тирпейлекен, çурма фабрикатсем кăларакан, кондитер тата çăкăрпа булка изделийӗсен цехӗсенчен тăрӗ. Производство объектне йăлтах кооперативăн укçипе лартаççӗ. Пӗтӗмӗшле инвестици 600 миллион тенкӗпе танлашнă. Кăçал июнь уйăхӗнче Республика кунӗнче аш-какай цехӗ хута кайнă. Хула çыннисене вăл хальлӗхе – 70, малашне 120 ӗç вырăнӗпе тивӗçтерӗ. Вăтам ӗç укçи кунта 60 пин тенкӗ. Хăвачӗ те пӗчӗк мар, талăкне – 40 тонна аш-какай тирпейлет, малашне ку кăтарту 100 тоннăна çитӗ.

Хисеплӗ ентешӗмӗре Иван Иванович Казанкова çак наградăна тивӗçнӗ ятпа эпир редакци ӗçченӗсен тата «Сувар» хаçат ятӗнчен ăшшăн саламлатпăр. Малашне те халăхшăн ырă ӗçсем тума çирӗп сывлăхпа вăй-хал тата ăнăçу сунатпăр!

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана