Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иккӗшӗ тухса ӗлкӗрнӗ

Виҫҫӗмӗшне халӗ те шыраççӗ

  Юханшывсенче пăр ирӗлнӗ вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла пек те, çук вӗт. Теветкелленни инкек патне çитерессине пӗлсе тăрсах пулăçсем юханшыв варринех кӗрсе лараççӗ. Пăр çурăла-çурăла кайни те, шыв тапса тухни те хăратмасть вӗсене. Мартăн 12-мӗшӗнче ирхине Раççей МЧСӗн Тутарстанри уйрăмне Чистай хули çумӗнчи дамба патӗнчен инçе мар пăр айне икӗ арçын мотоциклӗ-мӗнӗпе анса кайнине пӗлтернӗ. Телее çăлавçăсем вăхăтлă çитнӗ. 61​ тата 62 çулти арçынсене шывран туртса кăларса тухтăрсен аллине панă. Пăва районӗнчи Хӑят ялӗ патӗнчи юханшыв урлă путма пуçланă кӗперпе каçнă чух трактор анса кайнă. Водительпе пӗр пассажирӗ çăлăнса ӗлкӗрнӗ. Виççӗмӗшӗ, 30-ти арçын, тухса ӗлкӗреймен. Ăна халӗ те шыраççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев