Ҫимӗкре ӳсӗрсем сахалччӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫимӗкре ӳсӗрсем сахалччӗ

Иртнӗ ҫул масарсем ҫинче хӗрессем самай хушӑнни ҫеҫ хурлантарать

  Паян чӑвашсен чи пысӑк уявӗ –Ҫимӗк.

Кашни ялта тӑвансем пухӑнаҫҫӗ. Масарсем ҫинче те ҫын нумай. Лаоу-тӑру пӗлтӗрхи пек мар, ҫанталӑкӗ те аван, хӗвеллӗ. Иртнӗ ҫултанпа масарсем ҫинче хӗрессем самай хушӑнни кӑна хурлантарать.

Пӗр пӗрне икӗ ҫул курман аякри тӑвансем калаҫса тӑранаймаҫҫӗ.

Вилнисене асӑнас йӗрке те илемленсе пырать. Ӳсӗр ҫынсене масӑрсем ҫинче пирӗн корреспондентсем курмарӗҫ.

 

 

 

 

 

 


Нет комментариев