Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инҫет вӗрентӳ системи практикӑра

Ҫак масштаблӑ улшӑну малашне пӗчӗк комплектлӑ шкулсене хуптармӗ-ши?

Тунтикунран, апрелӗн 6-мӗшӗнчен, Тутарстанри пуҫламӑш, тулли мар вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан мӗн пур шкул эпидемиологи лару-тӑрӑвне пула дистанци вӗрентӗвне куҫнӑ.

Педагогсем ачасемпе килти занятисене интернет пулӑшнипе ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫурхи каникул вӑхӑтӗнче мӗнпур учреждени онлайн-тест режимӗнче занятисем ирттернӗ.

Ҫавӑнпа каникул вӗҫленнӗ хыҫҫӑн дистанци форматӗнче вӗренессинче йывӑрлӑхсем сиксе тухмалла марччӗ пек. Анчах нуша пӗрремӗш кунранах пуҫланчӗ.
"Ашшӗ-амӑшӗсем шокра, ачисем икӗ хут пысӑкрах шокра", – терӗ пире кӗскен пӗр шкул директорӗ.
Аслӑраххисем тӗшмӗртеҫҫӗ-ха, 1-2 класрисене питӗ йывӑр онлайн-уроксене хӑнӑхма. Интернечӗ те чӑхӑмлать тата. Ҫакӑ чылай урока тӑсса ярать.
Хӑш-пӗр ҫӗрте учительсем ыйтусем параҫҫӗ те, ачасен вӗсене хуравламалла, е математика примерӗсене тумалла. Хуравсене преподавателӗн электронлӑ почти ҫине е "Ватсапне" яраҫҫӗ.
Е тата ҫакӑн пек. Учитель онлайн урока йӗркелет, ачасем хӑйсен кабинечӗсенче уроксем ирттерме ссылкӑна кураҫҫӗ, ун тӑрӑх иртеҫҫӗ, онлайн занятие лекеҫҫӗ. Вӗренекенсен инструменарийӗсен шутне учительтен ыйтас тесе алӑ ҫӗклемелли паллӑ (маркер) кӗрет, вӑл пулӑшнипе ача хӑш-пӗр ӗҫсене ҫыру тӑрӑх тума пултарать. Вӗрентекенӗн демонстрацисене экран ҫинчен, тӗрлӗ формат файлӗсене ҫирӗплетме май пур. 
"Яндекс-учебник", "Учи ру" тата ытти платформӑсем урлӑ тӑсӑлать инҫет Вӗрентӳ. Пӑтӑрмахсемсӗр мар та, ҫапах вырӑнтан тапранчӗ дистанциллӗ вӗрентӳ процесӗ. Физкультура урокӗнче, тӗслӗхрен, ҫӑмӑл атлетика ҫинчен реферат ҫырмалла.
Киле ӗҫ кӑна яланхинчен нумайрах параҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев