Интернет çăлтăрӗ пулас тенӗ
Нумай пулмасть çул çитмен ачасем Хусанти «Манхэттен» пурăнмалли комплексри 23-мӗш хутлă пӗр çурт тăрринчен экстремаллă видео ӳкерсе интернета вырнаçтарнă.
Паллах, тимлӗхсӗр юлман, çав шутра йӗрке хуралӗ енчен те. Çамрăксем хăрушсăрлăх çинчен манса çурт тăррин хӗрринчех тӗрлӗ хусканусем тунă. Кунсăр пуçне пӳрт тăррине хăпарма никам та ирӗк паман вӗсене, хăйсем çăрана çӗмӗрсе тухнă. Ют пурлăха сиен кӳни закона пăсни çинчен шутламан ӗнтӗ. Хальхи вăхăтра пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ. Енчен те 18 çул тултарма ӗлкӗрнӗ-тӗк, ку çамрăксен енӗпе административлă е уголовнăй ӗç пуçарма пултараççӗ. Çук-тăк, ашшӗ-амăшӗсене явап тыттараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев