Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инвалидсен декади пуҫланчӗ

Ачасен хушшинче малти вырӑнта психика пӑсалнисем (31%), тӗп нерв системин чирӗсем

  Тутарстанра аслисемпе ачасен хушшинче инвалида тухнин тӗп сӑлтавӗсене уҫӑмлатнӑ.

2020 ҫулхи 11 уйӑх пӗтӗмлетӗвӗпе Тутарстанра 18 ҫултан аслӑрах 12676 ҫын тата 1435 ача пӗрремӗш хут инвалид пулса тӑнӑ. Ҫак кӑтартусене паян ТР Медицинӑпа санитари экспертизин тӗп бюровӗн Тӗп эксперчӗ Ригель Низамов пӗлтернӗ.

"Аслӑ ҫынсен хушшинче пӗрремӗшле инвалидноҫӑн тӗп сӑлтавӗсен хушшинче усал шыҫӑсем (37%) тата юн ҫаврӑнӑвӗн чирӗсем (28%). Ачасен хушшинче малти вырӑнта психика пӑсалнисем (31%), тӗп нерв системин чирӗсем (17%) тата ҫуралнӑ аномалисем (14% ытла)",– тесе пӗлтернӗ спикер.

Хальхи вӑхӑтра Тутарстанра 293,5 пин инвалид пурӑнать, ҫав шутра 15,9 пин инвалил-ача. Ҫакӑ республикӑра пурӑнакан халӑхӑн 7,5 проценчӗ. 

Инвалидсен декадинче – декабрӗн 1-10-мӗшӗсенче – вӗсем валли республикӑра 500 ытла тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев