Йӗркене пăснине квадрокоптерсем пулăшнипе фиксацилӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Йӗркене пăснине квадрокоптерсем пулăшнипе фиксацилӗç

Малашне Тутарстанра çул-йӗр правилисене пăснине беспилотниксем вӗçсе çӳресе тимлӗç

Тутарстанăн Патшалăх автоинспекцийӗ Иннополис ӗçченӗсемпе пӗрле çул-йӗр правилисене пăснине фиксацилеме квадрокоптерсемпе усă курма палăртать. Çакнашкал пилотсăр вӗçекен хатӗрсене сертификацилессине çăмăллатас тесе, вӗсене усă курассине хальхи вăхăтра çул-йӗр правилисене пăснине фиксацилекен хатӗрсен технологийӗпе пӗрлештерсе, «Паутина» СПО сервиспа çыхăнтарма палăртнă.  
ТР Тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов палăртнă тăрăх, çул-йӗр правилисене беспилотниксемпе фиксацилени çинчен водительсене ятарлă çул паллисемпе асăрхаттарма май пулмасть, мӗншӗн тесен пилотсăр вӗçекен аппаратсем мобильлӗ фиксаци хатӗрӗсем шутланаççӗ. 
 


Нет комментариев