Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иртнӗ канмалли кунсенче Самарта «Халăхсен туслăхӗн паркӗ» уçăлнă

Унта 20 халăхăн кил-çурт хуçалăхне вырнаçтарнă. Нимӗçсен, белоруссен, дагестанецсен, украинсен, еврейсен, казахсен, таджиксен, вырăссен, чăвашсен, тутарсен, осетинсен, эрменсен, пушкăртсен, грузинсен,чеченсен, узбексен, финпа угор халăхӗсен, азербайджансен, туркменсен çурчӗсем 12 гектарлă урамра ӳссе ларнă

Чăвашсен çуртне Самар облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем Чăваш Ен специалисчӗсемпе пӗрле авалхи çурт хăпартас технологисемпе усă курса туса лартнă. Час пулман ку ӗç. Этнографи паркне 2016 çултах тума тытăннă. Чăвашсен кил-çуртӗнче йывăç çурт, хуралтăсем, тăрăллă хапха, тата сăра кӗлечӗ пур. Шалти интерьер, паллах, музейри пек, тӗрлӗрен хатӗрпе тулнă.

Чи ватă экспонат – 150 çулти шупăр. Çак капăрлăха тума самарсене Чăваш патшалăх гуманитари институчӗн тата Чăваш наци музейӗн ӗçченӗсем тума пулăшнă.

ЧР Туслăх Çурчӗн сайтӗнчи сăнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев