Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юрла-юрла салма каснă

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗн супер-асламăшӗсем икӗ кун тăтăш ялăн клубне пухăнса Донбасри салтаксем валли килти салма тунă

Хальхи вăхăтра кашни ялăн «Ватсапра» темиçешер ушкăн, вӗсенчен пӗрне Людмила Ильдулова «Пуçтарăнаятпăр-и?» тесе çырсан пенсионеркăсен кăмăлӗсем уçăлсах кайнă. Ватлăхра çынна хăй кирлине туйни те кирлӗ. Супер вăй-хал ăçтан-тăр тупăнать.

Савăт-саписене, çăмартипе çăнăхне килтен илсе кайнă. Ялти çамрăк усламçă Андрей Якимкин та айккинче юлман, вăл та пулăшу панă.

Кинемисем кăмăллăн ӗçлесе, ӗлӗкхи юрăсен аса илсе, юрла-юрла салма каснă. Ӗç хыççăн чейне те ӗçме манман. Çав хушăра çăм чавса, арласа, салтаксем валли нускисем çыхма калаçса татăлнă. Ку ыркăмăллăх акцине пахча ӗçӗсем пуçланиччен тумалла.

Людмила Ильдулова хăй енчен 100 буханка çăкăртан сухари тунă. Вӗсене кашни кун 35-шер буханка духовкăра типӗтнӗ. Унсăр пуçне салтаксем валли килти услам çу, варени, салă хатӗрленӗ.

Пухнă продуктсене шупашкарсем район центрӗнчи гуманитари пулăшăвӗ пуçтаракан пункта леçеççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев