Ют карттă çинчи укçана тустарнипе суд сакки çине ларнă
Унччен судпа айăпланнă С. гражданка банк картти тупнă. Вăл ăна банка леçнӗ е полицие кайса панă тетӗр-и? Çук. Тытнă та карттă çинчи укçана PayPass тӳлев системипе усă курса тустарма вӗçтернӗ.
Хӗрарăм хальхи вăхăтра банкоматсемпе лавккари кашни касса патӗнче видеокамерăсем пурри пирки маннă-ши е мӗн тусан мӗн пуласси çинчен шутламан?
С. гражданка кунӗпе лавкка тăрăх çӳресе кам-тăр тар тăкса ӗçлесе илнӗ укçана ваккăн-ваккăн тăкакланă, карттă çинче мӗн чухлӗ пулнине те тавçăрман. Хӗрарăм хăйне чечекпе савăнтарма та манман, ахăртнех ăна тахçантанпах никам та чечек парнелемен пулмалла. Кăмăлне çӗклеме 850 тенкӗ тăракан хăй юратакан чечек çыххи кӗрсе илнӗ. Ют карттă хуçине 2000 тенкӗ ытлалăхах тăкак кӳнӗ вăл.
Суд ларăвӗнче С. гражданка хăйӗн айăпне йышăннă. Хӗрарăм унччен те условно судпа айăпланнине, мӗнпур приговорсене шута илсе ăна çулталăк та 2 уйăха ирӗкрен хăтарнă. Суд йышăнăвӗпе килӗшмесӗр жалоба паман, çавăнпа та приговор законлă вăя кӗнӗ.
Ольга МАКСИМОВА,
Нурлат район сучӗн суд ларăвӗн секретарӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев