Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Яковлев çуралнă кун Тутарстанра пулă тытма чараççӗ

Апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 5-мӗшӗччен республикăра «Нерест» комплекслă оперативлă операци иртӗ. Çак вăхăтра Тутарстанра промысел валли пулă тытма юрамасть.

Рыбзаводсен эртелӗсене юханшывсенче пулă тытма чараççӗ. Харкам çыннăн пулă тытма юрать, анчах та йӗркесене пăхăнмалла. Пулă тытма çыранран юрӗ, пӗр вăлтара икӗ йӗпрен ытларах пулмалла мар. 
«Нерест» операци пынă вăхăтра республика юханшывӗсенче контрольпа надзор мероприятийӗсем иртеççӗ. 
Анчах та браконьерсем пăр ирӗлсенех хăйсен вăрттăн ӗçне пуçланă. Çапла Ăх юханшывӗнче Ютазă районӗн рыбнадзорӗ пурӗ 400 метр тӗтеле шывран кăларса çунтарнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев