Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Казанков тепӗр Уява Элкел районӗнче тума сӗнет

Атӑл тӑрӑхӗнчи чи пысӑк аш-какай комбиначӗн ертӳҫи "Уява" Сиктӗрмере ирттересшӗн. Ку ыйтӑва сӳтсе явма ҫывӑх вӑхӑтра ЧНКА канашлу ирттерӗ

Рустам Миннихановпа пӗрле "Уявра" Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, Чӑваш Наци Конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗ Дмитрий Самаренкин, ТР экологипе ҫутҫанталӑк рессурсӗсен министрӗ Александр Шадриков, Марий Элри "Звениговский" совхозӑн председателӗ Иван Казанков, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Фатих Сибагатуллин, Ульяновск облаҫӗнчи ЧНКА ертӳҫи Олег Мустаев, Самар облаҫӗнчи чӑваш пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем, Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Чӑваш культура пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Матвеев, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Пӑва, Ҫӗпрел, Теччӗ, Ҫарӑмсан, Элкел, ытти районсен пуҫлӑхӗсем тата нумай хисеплӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X