Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КĂÇАЛТАН ÇӖНӖЛЛЕ ШУТЛАÇÇӖ

Рейтинг районсене шайлашуллă аталанма кирлӗ

Тутарстанри муниципаллă йӗркеленӳсен социаллă экономика аталанăвӗн рейтингне кăçалтан çӗнӗ методикăпа йӗркелеме тытăнаççӗ. 

Ку та тӗрӗс, мӗншӗн тесен экономика потенциалӗ кашни районăн пӗр пек мар, калăпăр, нефть уçлакан района ял хуçалăхӗпе кăна пурăнаканни ниепле те çитеймест. Çавăнпа иккӗмӗшӗн вырăнӗ хуть мӗн тусан та малтисен йышӗнче пулаймасть. Мӗн тума кирлӗ-ха ку рейтинг? Тӗпрен илсен, РФ Президенчӗ палăртнă наци тӗллевӗсене пурнăçлама, урăхла каласан – граждансен тупăшне ӳстерсе пурнăç пахалăхне лайăхлатма.

 Наци тӗллевне вара респуб­ликăн мӗнпур отраслӗ пӗр кăлтăксăр ӗçлесен, пӗчӗк тата вăтам бизнес аталансан, инвестици хастарлăхӗ чакмасан, муниципалитетсем шайлашуллă аталансан, наци проекчӗсемпе патшалăх программисем ăнăçлă пурнăçа кӗрсен кăна пулать.

 Палăртса хăварам, ку рейтинг муниципалитетсен тупăшăвӗ мар, çавăнпа чăн малтан вăл хăйсене кирлӗ. Экономика, социаллă тата бюджет сферисене район ертӳлӗх паракан пулăшу мӗнле ӗçленине кăтартать вăл. ТР экономика министрӗн çумӗ Роман Амирханов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире муниципаллă йӗркеленӳсен рейтингне кăçалтан уйăхсерен мар, квартала пӗрре шутласа йӗркелессине пӗлтерчӗ. Районсен аталанăвӗн динамикине тата лайăхрах сăнаса хăш сферăна пулăшу ытларах кирлине палăртма кирлӗ иккен ку. 

 Проекта хатӗрленӗ вăхăтра ТР Раисӗн администрацийӗнчен, ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Социаллă экономика тӗпчевӗсен центрӗнчен, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсенчен тата муниципаллă районсенчен хăйсенчен пурӗ 35 сӗнӳ килнине палăрт­рӗ спикер. Рейтинга малалла 15 критери тăрăх пăхса йӗркелӗç. Вӗсене муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн президиумӗпе сӳтсе явнă хыççăн ТР Экономика министерстви хушăвӗпе çирӗплетнӗ. Çапла вара районсен социаллă экономика аталанăвне çак критерисемпе хаклӗç:

– промышленность производствин индексӗ;

– акăнакан çӗрӗн пӗр гектарне тивекен туса илнӗ пӗтӗмӗшле ял хуçалăх продукцийӗ;

 – пӗр çын пуçне тивекен хута кайнă пурăнмалли çӗнӗ çурт-йӗр лаптăкӗ;

– пӗчӗк тата вăтам предпринимательствăра ӗçлекенсен шучӗн ӳсӗмӗ;

– вăтам ӗç укçи ӳсӗмӗн темпӗ;

– халăхăн укçа-тенкӗ тупăшӗн вăтам ӳсӗмӗ;

– халăх шучӗн ӳсӗмӗн коэффициенчӗ;

– патшалăх тата муниципаллă районсен социаллă услугисене электронлă майпа илме тăратнисен шучӗ тата ытти те.

Çӗнӗ методикăпа шутла­нă рейтингăн пӗрремӗш кăтар­тăвӗсем апрелӗн 20-мӗшӗнче паллă пулаççӗ. Вӗсемпе «Отк­рытый Татарстан» информаци порталӗнчи «Отчеты ведомств» пайра тата ТР Экономика минис­терствин сайтӗнче паллашма пулать. 

Роман Амирханов каланă тăрăх, çӗнӗ методикăн критерийӗсем татăклă мар, вӗсен çумне малашне çӗннисем хушăнма та пултарӗç. Рейтингăн яланхи тӗллевӗ çеç улшăнусăр  – кашни района шайлашуллăн аталантарасси. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев