Качча каяс тесен Çӗнӗ çула шурă кӗпе тăхăнса кӗтсе илмелле
Кăштах кулăш
– Çӗнӗ çула епле кӗтсе илтӗн? – ыйтать юлташӗ Вӗçкӗн Ваççаран.
– Парне пек.
– Мӗнле тата вăл?
– Çӗрӗпе ёлка айӗнче выртнă...
* * *
– Çӗнӗ çула мӗнле ӗмӗт шухăшласа хутăн-ха? – ыйтать мăшăрӗ Чăнкă Мирунран.
– Тата та ăнăçуллăрах пулас тесе.
– Э-э... Апла эс диван çинче тата та ăнăçуллăрах выртасшăн иккен-ха...
* * *
Декабрӗн 31-мӗшӗнче никам та ӗçлеменнипе ку куна канмалли тума йышăннă. Халӗ декабрӗн 30-мӗшӗнче никам та ӗçлемест.
* * *
Икӗ пике калаçаççӗ тет.
– Качча каяс тесен Çӗнӗ çула шурă кӗпе тăхăнса кӗтсе илмелле, – тет пӗри.
– Вара шурă тӗс мăнтăр кăтартать вӗт?
– Санăн çинçе пилӗклӗ, анчах качча каймасăр е тулли кӗлеткеллӗ, анчах качча кайса пурăнас килет?
* * *
– Чунăм, эс мана валли Çӗнӗ çул парни туянтăн-и? – тӗпчет Чипер Марине упăшкине.
– Туянтăм.
– Мӗн-ши? Тавçăрам-и мӗн иккенне?
– Тавçăрса пăх-ха... Вăл питӗ усăллă япала... Йӳнӗ мар... Питӗ-питӗ кирлӗскер... Çемçе... Кашни хӗрарăма кирлӗ...
– Кӗрӗк-и?!
– Минтер…
Ю.Капитонов ӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев