Кӑҫал район больницисене нихҫанхинчен нумай техника параççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑҫал район больницисене нихҫанхинчен нумай техника параççӗ

Хусанти Министрсен Кабинечӗн ҫумӗнчи лапамра паян ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин ял ҫыннисене пӗрремӗш пулӑшу кӳме районти тӗп больницасене 70 автомашина уҫҫисене панӑ

Ҫӗнӗ машинасем медиксене «Программа модернизации первичного звена здравоохранения Республики Татарстан на 2021-2025 гг.» программӑпа параҫҫӗ. Пурӗ ҫак программӑпа кӑҫал 370 "Лада Ларгус", 43 "Ford Transit" машинӑсем илнӗ. Мӗн пур машинана ҫӗнӗ оборудованипе тивӗҫтернӗ, ӑна «Управление скорой и неотложной медицинской помощью РТ» системӑпа ҫыхӑнтарнӑ.
Кӑҫал район пульницисене нихҫанхинчен нумай техника парӑнать. Июньте Рустам Минниханов ялти больницасемпе поликлиникӑсенче 193 автомобиль панӑ, июльте фельдшерсене 90 модульлӗ машина парнеленӗ.


Нет комментариев