Кӑҫал Тутарстанра 750 ҫынра ВИЧ-инфекци тупнӑ
Декабрӗн 1-мӗшӗ – Пӗтӗмтӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун
BИЧ-инфекцине пула 2020 ҫулта Тутарстанра 150 яхӑн ҫын вилнӗ.
Пурӗ республикӑра ҫак инфекципе 14 000 яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене "СПИДпа тата инфекциллӗ чирсемпе кӗрешес тата профилактикӑлас енӗпе ТР Сывлӑх сыхлав министерствин республика центрӗ» ГАУЗӑн тӗп врачӗ Нияз Галиуллин пӗлтернӗ.
"ВИЧа пула вилни текен ӑнлав пур. 2020 ҫулта ҫак сӑлтавпа Тутарстанра 150 яхӑн ҫын вилнӗ",– тесе палӑртнӑ Галиуллин.
Тӗнчере ВИЧпа 43 миллион ытла ҫын пурӑнать. Ҫулсерен вӑл чир 2 миллиона яхӑн ҫынна ернине ҫирӗплетеҫҫӗ тухтӑрсем.
Декабрӗн 1-мӗшӗ – Пӗтӗмтӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун.
Кӑҫал Тутарстанра ВИЧ-инфекциллӗ аннесенчен 129 сывӑ ача ҫуралнӑ.
Амӑшӗнчен пӗр ачана та ВИЧ-инфекци куҫманни сывлӑх сыхлав системи лайӑх ӗҫлени ҫинчен калать.
Кӑҫал Тутарстанра 750 ҫынра ВИЧ-инфекци тупнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев