Каллех çанталăк пăсăлать
Паян каçпа, çӗрле тата ыран, январӗн 30-мӗшӗнче, ирхине Тутарстанра каллех çанталăк улшăнать. Республикăра татах нумай юр çăвать, çил-тăман алхасать, тесе пӗлтерет Тутарстан Республикин Гидрометцентрӗ.
Çанталăка сăнакансем пӗлтернӗ тăрăх, çил çеккунтра 15-16 метр хăвăртлăхпа вӗрет, çулсем пăрлакланаççӗ.
Çил-тăман вăхăтӗнче курăнаслăх 100 метртан та чакать.
Ыран ирхине тата кăнтăрла йӗпе юр çăвать, вырăн-вырăнпа кӗртсем лараççӗ.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев